Чăваш Ен Правительствин тĕп тимлĕхĕнче – социаллă экономикăри çĕнĕ çул-йĕрсем, ял хуçалăхне аталанма пулăшасси

Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ. Чăваш Республикин экономика министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Владимир Аврелькин республикăн 2020 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн стратегине кĕртнĕ улшăнусен саккун проектне тăратнă.   Вăл Стратегие çĕнĕ приоритетлă çул-йĕрсемпе проектсене кĕртнине хăварнине асăннă. Уйрăм пайлавсенче çĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварса вĕсен актуаллăхне палăртнине каланă. Владимир Аврелькин шухăшĕпе  ĕç хутĕнче илемлетсе çырни сахал, ытларах курăмлăх пулнине палăртнă. Пĕтĕмĕшле Стратегие 22 малашлăх проекчĕсем 300 млрд тенкĕллĕх кĕртнĕ. Вĕсене ăнăçлă пĕтĕмпех пурнăçа кĕртсен, çĕнĕлле экономикăна çĕкленме витĕм кӳрĕ. Михаил Игнатьев предпринимательсен ĕçĕ-хĕлĕнчи пур енре те патшалăх пулăшăвне упраса хăварасси пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе мал ĕмĕтлĕ çынсене явăçтарса  активлă аталантармалла», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ. Правительство членĕсем Чăваш Республикинчи сусăрланнă çынсене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерессин саккунне кĕртнĕ улшăнусемпе пĕтĕмпех килĕшнĕ. Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх  службин ертӳçи Сергей Дмитриев Чăваш Енре сусăрланнă çынсене ĕçпе тивĕçтересси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă.  Саккуна кĕртнĕ çĕнĕллĕх 2,2 пин инвалида ĕç вырăнĕсене тупма май парасса шантарать. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов хăйсен министерствин ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.  Министр ял хуçалăх таварĕсем туса кăларасси юлашки виçĕ çул хушшинче 4,1% чухлĕ ӳснине палăртнă. (Раççейĕпе -4%, ПФО илес пулсан 2,4% чухлĕ чакнă). 2011-2013 çулсенче республикăри хуçалăхсенче ĕçпе тивĕçтересси 1,4 хут ӳснĕ. (2008-2010 çулсенче - 9,8%). Михаил Игнатьев ял хуçалăхне патшалăх пулăшăвĕ парасси малашне те пуласси пирки шантарсах каланă. Чăваш Енре ял хуçалăхне уйăрнă укçа-тенкĕ эффективлă тăкакланнине асăннă. Льготăллă кредитсене каялла тавăрса парассипе илес пулсан та республикăри ял хуçалăх таварĕсене туса кăларакансем вăхăтра тӳлесе пырассипе чи лайăххисен шутĕнче. 2013-2020 çулсенче ял хуçалăхне аталантармалли тата апат-çимĕç рынокне йĕркелесе пымалли патшалăх программипе  килĕшӳллĕн паракан укçа-тенкĕн калăпăшне 2013 çулăн республика бюджечĕпе килĕшӳллĕн йĕркене кĕртсе хăварнă. Улшăнусем кĕртнĕ самантра, Михаил Игнатьев программăн хăш-пĕр пункчĕсене критиклесе те илнĕ. Калăпăр, вырăнта кăларкан ял хуçалх таварĕсене сутассин калăпăшне чакарма юраманнине палăртнă. «Паллă, федераци сечĕсем урлă пирĕн патне ют регионсенчен таварсем ытларах килеççĕ, анчах та хамăрăн позицие каялла чакарма юрамасть, унсăрăн пасара çухатма та пултаратпăр», - тесе уçăмлатнă республика Пуçлăхĕ. Вăл çавăн пекех, паянхи куна сĕт хакĕ пасарта ӳссе пынă вăхăтра, сĕт тирпейлесе кăларасин калăпăшне чакарни пирки тĕлĕнсе каланă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.

 



09 октября 2013
16:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter