Тăвай районĕ: Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ уява халалласа тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ

Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче – Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ. Уява халалласа районта тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ.

Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ. Ял тăрăхĕсем хушшинчи Тăвайри тĕп библиотекăра “Ĕмĕрсен историйĕпе” истори вестникĕ йĕркелеççĕ, çавăн пекех “Историн тĕп тапхăрĕсене уçса” кĕнеке выставки ĕçлет.

Çав кунах ача-пăча библиотекинче “Пирĕн вăй – пĕрлĕхре” выставка уçăлать. Йăнтăрчăри тĕслĕх библиотекинче викторина ирттереççĕ.

Çĕнĕ Пуянкассинчи библиотекăра “Раççей, манăн Тăван çĕр-шывăм” курав, Тенеялĕнче “Тăван çĕр-шыв тата пĕрлĕх” калаçу, Тĕмерте “Мининпа Пожарский – вырăс çĕрĕн хÿтĕлевçисем” курав хатĕрлеççĕ, Кармалти библиотекăра “Эпир пĕрле пулсан – пире çĕнтереймĕç” ятпа хаçатсен страницисем тăрăх çул çÿреве тухĕç.

Чÿк уйăхĕн 2-мĕшĕ. Чутейри тĕслĕх библиотекинче “Истори кустăрми” викторина, Мучарта “Пĕрлĕхре – вăй” истори сехечĕ, Енĕш Нăрвашра истори портречĕсен сехечĕ ирттереççĕ.

Чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕ. Ураскассинчи библиотекăра “Туслăхра – вăй” калаçу, Тушкилте “Руçрен Раççее” выставка, Тăрмăшра “Раççей çарĕсен историйĕ” ăс-тăн вăййи йĕркелеççĕ.

Енĕш Нăрвашри историпе мемориал, Тăвайри краеведени музейĕсем куракансене йыхравлаççĕ.



01 ноября 2013
10:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter