Михаил Игнатьев: «Майсемпе тата вăйсене, рессурсене пĕрлештермелле, активлăрах енчен те рынокра экологи тĕ­­лĕ­­шĕ­­нчен таса та паха таварсене мала ярас тесессĕн»

 Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче республикăри Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне халалласа ирттернĕ пулăма хутшăннă. Сумлă хресченсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин  вице-премьерĕ ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов та ăшшăн саламланă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче АПК­не çулсерен малалла аталантармалли программăна хушăмсем кĕртсе, пуянлатса çĕнĕрен йышăнни - хресченшĕн пысăк пулăм пулнине, вăл тата та талпăнарах ĕçлеме хистенине палăртнă. Хальхи саманара тĕрлĕ формăсенчи хуçалăхсен ял хуçалăх таварĕсене туса илессипе тăкаксен 20-25 процентне патшалăх хыснинчен саплаштарнине асăннă. «Хăш хуçалăхсем паянхи пурнăçпа килĕшсе тăракан техникăсемпе, производствăн технологийĕсене пăхăнса, тĕпчев ĕçĕсене йĕркелеççĕ, патшалăх  пулăшăвĕсемпе туллин усă кураççĕ - вĕсем чăннипех те лайăх кăтартусем, çут-çанталăк условийĕсем те вĕсене пĕрре те чăрмантармаççĕ», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ. Вăл çавăн пекех ĕçре малта пыракан хуçалăхсен пуян опычĕсемпе усă курса ял хуçалăхĕн тĕрлĕ енĕсене аталантарма пĕлмеллине палăртнă. «Пĕр-пĕринпе анлăланса, рессурсемпе вăя ӳстерсе рынока валли экологи енчен таса та паха таварсем тăратмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ пухăннисене уяв ячĕпе саламланă, çирĕп сывлăх, çĕнĕ çитĕнӳсем суннă. Хресченсем ĕçченлĕхпе хастарлăха мĕн пĕчĕкрен туптаса-хăнăхса çитĕ­­н­нĕрен, хăйсен умĕнчи тивĕçе пысăк яваплăха туйса чыслă пурнăçланăшăн производствăра ытти тытăмсенче палăрнисене патшалăх наградисемпе дипломсем тата укçан преми парса хавхалантарнă. Ял тăрăхĕнче пурăнакан, ял хуçалăхĕнче вăй хуракансене специалистсене пулăшас программăпа килĕшӳлĕн çурт-йĕр çавăрма пулăшу паракан ĕç хутне парса чысланă. Çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче 90 çул тултарнă, Социализмла Ĕç Геройне  Васильева Евлали Ивановнăна саламласа республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев чĕрĕ чечексем парнеленĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ уявра театр холĕнче Чăваш Республикин агропромышленноç комплексĕн предприятийĕсем калăпласа кăларнă таварсенчен хатĕрленĕ курава пăхса çаврăннă.  Тĕплĕнрех



01 ноября 2013
16:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter