Вăрмар районĕ: пĕрлĕхлĕ информаци çăлкуçĕ

Юлашки вăхăтра Раççей законодательствинче патшалăхпа муниципалитетсен пурлăхĕсене сутас тĕлĕшпе ирттерекен суту ĕçĕсене (аукционсем, конкурссем) информаци енчен çутатса парас тĕлĕшпе пысăк улшăнусем пулса иртрĕç.

Çак улшăнусем, пĕтĕмĕшле илсен, суту (торги) мĕнле иртнипе кăсăкланакансене тулли информаци парассипе çыхăннă. Çакна шута илсе РФ Правительстви Интернетра информаципе телекоммуникаци сечĕсенче суту-илÿ ĕçĕсем мĕнле иртни çинчен Раççей Федерацийĕн официаллă сайтне йĕркеленĕ: torgi.gov.ru. Çакă патшалăх порталĕ.

Çак сайтра Раççей Федерацийĕн тата унăн субъекчĕсемпе муниципаллă харпăрлăх пурлăхĕпе суту тăвакан пур информацие те вырнаçтарĕç. Çапла вара асăннă портал çак ыйтупа регионсемпе муниципалитетсем Интернетра вырнаçтаракан нумай сайта пăрахăçлама май парать, пичет изданийĕсенче те информацие пĕлтерме кирлĕ мар пулĕ.

Пĕрлĕхлĕ информаци çăлкуçĕ йĕркеленин тĕп тĕллевĕ - суту (торгсем) ирттерес ĕçе Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчи патшалăхпа муниципалитет объекчĕсене ытларах явăçтарасси. Çакăн пирки пĕлтерекен пур информаципе тÿлевсĕр усă курма пулать. Хисеплĕ вулаканăмăр, енчен те эсир патшалăх е муниципалитет пурлăхне арендăна е харпăрлăха илес тетĕр пулсассăн, çак сайта кĕрĕр: www.torgi.gov.ru. Чăваш Республикин пурлăх министерствин официаллă сайчĕ: www.mio.cap.ru.



01 ноября 2013
10:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter