Елчĕк районĕ: Шуршăлти музейран тулли кăмăлпа тухса киле çул тытрĕç ачасем

Эпир пурăнакан тăван ен – Чăваш Республики.Унта курса çÿремелли, тĕпчемелли питĕ нумай. Кашни çын хăй хăш йăхран тухнине, тăван халăх историне, йăли –йĕркине пĕллмеллех. Истори, пурлăх тата ăс-хакăл культурин палăкĕсене пуçтаракан, тĕпчекен тата вĕсемпе халăха паллаштаракан музейсем пирĕн республикăра  50 яхăн. Пурне те тÿрех асăнса та пĕтереймĕн. Хăшĕнчен пуçлар? Вăхăчĕ те, кăмăлĕ те пур чухне мĕншĕн кайса курас мар?

      Кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче Аслă Пăла Тимешри тĕп шкулта вĕренекенсем Сергеева Тамара Николаевна, Михайлова Зоя Юрьевна, Михеева Антонина Никролаевна класс ертÿçисем çине тăнипе Шуршăл ялĕнче, Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар хулисенче пулчĕç.

      Шуршăл ялĕ – А.Г.Николаев ялĕ. Андриян Григорьевич  космоса çул уçакансенчен пĕри. Юрий Гагаринпа Герман Титов хыççăн тĕнче уçлăхне çĕкленнĕ виççĕмĕш çын. Сĕнтĕрвăрри районне кĕрекен Шуршăл ялĕнче çуралса ÿснĕ. Пĕрремĕш хут вăл 1962 çулта «Восток – 3» караппа вĕçевре пулнă. 1970 çулта – иккĕмĕш хут. Унăн тăван ялĕнче Космонавтика музейĕ пур. Музейри экспонатсем çав тери кăсăклантарчĕç ачасене. Питĕ тимлĕ итлерĕç вĕсем экскурсовода.

       Шуршăлти музейран тулли кăмăлпа тухса Çĕнĕ Шупашкар еннелле çул тытрĕç ачасем.  Çак хула республикăри çамрăк хуласенчен пĕри. Вăл Атăл хĕррине вырнаçнă. Кунта гидроэлектростанци пур. Унăн хăвачĕ республика валли те, кÿршĕсене пулăшмалăх та çитет. ГЭС мăнаçлăн курăнать. Ачасем ун çине темччен тинкерчĕç, килти çутă, компьютер, телевизор тата ытти те пулман пулĕччĕç электроэнерги пулман пулсан.

     Шупашкар – Чăваш Республикин  тĕп хули. Ун çинчен пĕрремĕш хут вырăс летопиçĕсенче 1469 çулта асăннă. Мускав патшисем хăйсен влаçне çирĕплетме Вăтам Атăл тăрăхĕнче крепость хуласем тунă. Шупашкар шăпах вĕсенчен пĕри пулнă. Унтах Республикăри чи пысăк музей- Чăваш наци музейĕ. Ăна 1921 çулта йĕркеленĕ. Вăл Ехрем хуçа 19 ĕмĕрте лартнă çуртра вырнаçнă. Унăн экспозицийĕ виçĕ пайран тăрать: археологипе историллĕ краеведени пайĕ, Чăваш енĕн паянхи пурнăçĕпе паллаштаракан пай тата çут çанталăк пайĕ. Кашни пай хăйне евĕрлĕ. Уйрăмах çут çанталăк пайĕнче тытăнса тăчĕç ачасем. Ку çул – Çут çанталăка сыхлас çул. Ачасем хăйсен куçĕпе «Хĕрлĕ кĕнекене» курчĕç. Тĕрлĕ чĕр чунсен макечĕсем умĕнче чарăнса чылайччен сăнарĕç. Çут çанталăка упрамалла, унсăрăн вăл чухăнланĕ, илемне çухатĕ.

Шел, кун вĕçленчĕ. Çитес каникулта тата ытти музейсене те çитсе курма шутлаççĕ Аслă Пăла Тимешри шкулта вĕренекенсем.



12 ноября 2013
16:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter