Интернет журналăн çĕнĕ номерĕ тухнă

 "Шкулта" интернет журналăн 2013 çулхи 5-мĕш номерĕ пичетленсе тухрĕ. Ку номерте  Яков Ухсай пурнăçĕпе пултарулăхне халалланă пысăк презентацие, чăваш çыравçисем çут çанталăка упрас ыйтусемпе çырнă хăйлавсене тĕпченине вырнаçтарнă.

Красноармейски районĕнчи Именкасси шкулĕнче ĕçлекен Раиса Егоровна Евсеева чăваш тĕррисем çинчен хатĕрленĕ проект ĕçĕ уйрăм вырăн йышăнать. Ку материал нумай вĕрентекене усăллă пуласса шанас килет.

Вĕренÿ ĕçĕнче класс тулашĕнчи ĕçсем те паллă вырăн йышăнаççĕ. Çавна шута илсе "Шкулта" журнал тĕрлĕ сценарисем кашни номертех пичетлеме тăрăшать. Черетлĕ номерте çĕнĕ çул каçне йĕркелеме, пушар хăрушлăхĕ çинчен класс сехетне хатĕрленме пулăшакан сценарисем пичетленнĕ.

Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви.



12 ноября 2013
13:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter