Каçал Ен районĕ: вăрлăх пахалăхлă пулмалла

Ял хуçалăх предприятийĕсем çитĕнтернĕ тыр-пула вăхăтра пуçтарса кĕртессине çеç мар, çитес çул валли пахалăхлă вăрлăх хатĕрлесе хăварасси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Планпа килĕшÿллĕн çитес çул валли 30980 центнер пахалăхлă вăрлăх кирлĕ. Çанталăка пула тыр-пула васкаса кĕлетсене кĕртсе хунă май, вĕсене вăхăтра тасатма май килмерĕ. Паянхи куна хуçалăхсенче хатĕрленĕ вăрлăхсене пĕтĕмпех тĕрĕсленĕ. Анчах та пур хуçалăхра та вăрлăхсем кирлĕ шайра пулманни таблицăран та курăнать. Хăш-пĕр ял хуçалăх кооперативĕсенче кондицие ларман вăрлăхсем пур. Çак çитменлĕхсене çитес вăхăтра пĕтермелле. Вăрлăхсене кирлĕ пек тасатмалла, çĕнетмелле.



12 ноября 2013
08:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter