"Пĕр-пĕрне хисеплесен, пулăшсан пурăнма çăмăлрах"

Раççей Император Çурчĕн Пуçлăхĕ Унăн Император Высочестви Аслă Княгиня Мария Владимировна Государыня чÿк уйăхĕн 8-11-мĕшĕсенче Чăваш Енре ĕçлĕ визитпа пулассине вулакансене пĕлтернĕччĕ. Кăçал Романовсен династийĕ 400 çул тултарнă май Аслă Княгиня Раççейĕн 15 регионне çитсе курнă, çав шутра - Чăваш Республикине те.

Пăлхав вăхăтне чăтса ирттерни, Вырăс патшалăхне тепĕр хут чĕртсе тăратни, пĕтĕм халăх йышăнăвĕпе Романовсене патшана лартни - çак юбилейсем, Мария Владимировна Государыня шухăшĕпе, уйрăм çемьен çеç мар, пĕтĕм наци уявĕ, мĕншĕн тесен 400 çул каялла шăпах халăх пĕрлĕхне пула - çынсем хăйсем хăш тымартан пулса кайнине, хăш тĕне ĕненнине тата обществăра мĕнле вырăн йышăннине пăхмасăр пĕр шухăшлă иккенне кăтартса - çĕнтерме май килнĕ-çке.

Çакăн пирки Раççей Император Çурчĕн канцелярийĕн директорĕ Александр Закатов чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче Наци библиотекинче - Аслă Княгиня унта республика общественноçĕпе тĕл пулчĕ - сăмах пуçарчĕ. Вăл Император Çурчĕ нимĕнле политика ĕçĕ-хĕлĕпе те аппаланманнине пĕлтерчĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ тĕрлĕ çĕр-шыври туслă çыхăнусене çирĕплетесси, ыр кăмăллăх йăли-йĕркине чĕртсе тăратасси, çут ĕç проекчĕсене пулăшасси, тĕнсен хушшинчи килĕшÿлĕхе аталанма майсем туса парасси пулнине палăртрĕ. Чăваш Республикинче Император Высочествине питĕ ăшшăн кĕтсе илнине каларĕ, "Кунти çынсем уçă кăмăллă та савăнăçлă", - терĕ Александр Закатов.

Мария Владимировна Аслă Княгиня, Испанире пурăнаканскер, Чăваш Ене хальхипе виççĕмĕш хут килнĕ. Чи малтан кунта вăл çемйипе пĕрле 1993 çулта пулнă. 2003 çулхи утă уйăхĕнче - тепре. Ун чухне Мария Владимировна Атăл тăрăх çул çÿренĕ: Волгоградран Чул хулана кайнă май Сарă ту, Самар, Хусан тата Шупашкар хулисенче пулса курнă. Çакăн хыççăн вăл чăваш çĕрне тепре çитсе курас кăмăлĕ пуррине пĕрре мар палăртнă. Император Высочестви Чăваш Енре пурăнакансемпе, вĕсен культурипе, паллă вырăнĕсемпе тата сăваплă япалисемпе çывăхрах паллашма ĕмĕтленет. Аслă Княгиня пирĕн республикăна кăçал килни пĕлтерĕшлĕ тепĕр самантпа та çыхăннă. Мария Шестова боярыня, Романовсен династийĕнчи пĕрремĕш патшан Михаил Федоровичăн кукамăшĕ, Шупашкара 17 ĕмĕр пуçламăшĕнче килсе çитнĕ. Ăна Борис Годунов хушăвĕпе ирĕксĕрлесе манашкăна кăларнă, çавна май Мария чăвашсен тĕп хулинчи хĕрарăмсен Никольски мăнастирĕнче мĕн виличченех пурăннă. Инокиньăна мăнастир çывăхĕнче пытарнă. Раççей Император Çурчĕн Пуçлăхĕ 10 çул каялла, Чăваш Ене иккĕмĕш хут килсен, Мария Шестовăна пытарнă вырăнта археологи тĕпчевĕсем ирттерсен, Никольски чиркĕвĕ пулнă çĕрте çĕнĕ мăнастир çĕклесен аванччĕ тесе палăртнă.

Чăн та, кăçал, Романовсен династийĕ 400 çул тултарнă çул, Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн ĕçченĕсем шырав ĕçĕсене пуçăннă. Вĕсем Никольски соборĕн урайĕн пайĕсене, стена юлашкийĕсене тупнă, алтарь ăçта вырнаçнине палăртнă. Тупнă вил тăприсенчи /вĕсенчен пĕри ыттисенчен палăрмаллах уйрăлса тăнă, ăна Мария Шестовăн тесе шухăшлаççĕ/ шăмăсене Шупашкарти арçынсен çветтуй Троица мăнастирне упрама панă, вĕсене каярахпа антропологсем тĕпчĕç. Шырав ĕçĕсене 2014 çулта малалла тăсма йышăннă. "Мария Шестовăн юлашкийĕсене тупни пĕтĕм Раççей историйĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хăйĕн историйĕпе кăсăкланакансемшĕн те паллах. Ку вăл сирĕн хулашăн та лайăх, мĕншĕн тесен çак вырăна çитсе курас текен паломниксем пулĕç", - терĕ Аслă Княгиня шырав ĕçĕсене ирттерес тата Никольски соборĕ пулнă вырăнта çĕнĕ чиркÿ лартас ĕçе Император çурчĕ те хутшăнма хирĕç маррине палăртнă май. "Эсир пирĕн пата тепĕр хут килетĕр-и, тĕслĕхрен, çĕнĕ чиркĕве курма?" - ыйтăва вăл: "Паллах, килетĕп", - тесе хуравларĕ.

Мария Владимировна хăй Раççее пĕрремĕш хут çитсе курнине те аса илчĕ: "1992 çулта пĕрремĕш хут килме май пулчĕ. Чунра пысăк савăнăç хуçаланать, çав хушăрах - хурлану та, мĕншĕн тесен ун чухне Питĕрте аттене пытартăмăр. Атте-анне мана мĕн пĕчĕкрен чи лайăххи йăлтах Раççейре тесе калатчĕ. Эпир вырăссем пулнине тăтăшах аса илтеретчĕç вĕсем, çавăнпа Тăван çĕр-шыва каялла таврăнас шанчăка нихăçан та çухатман. Юрату, православи тĕнне ĕненни, хамăрăн йăла-йĕркене манманни яланах вăй хушаççĕ. Чăн та, Раççее пĕрремĕш хут килсен кăшт аптăрарăм: кунта атте-анне сăнлакан çăтмах мар иккен, йĕри-тавра сăрă, çынсен пичĕсем тĕксĕм. Юлашки çулсенче вара лару-тăру улшăнма пуçлани сисĕнет. Çынсем те йăл кулма тытăнчĕç, эппин, пурнăç кăшт çăмăлланнă. Халăх пĕр-пĕрне хисеплесен, пулăшма тăрăшсан пурне те пурăнма çăмăлрах." Раççей Император Çурчĕн Пуçлăхĕ тĕл пулу вăхăтĕнче пурне те хăйĕн йăл куллипе савăнтарчĕ, ырă та ăшă сăмахсем каласа кăмăл-туйăма çĕклерĕ. "Сирĕн республикăра влаçпа тĕн хушшинче лайăх симфони пурри сисĕнет, ку вăл - ытти регионшăн ырă тĕслĕх. Апла тăк эсир шанчăклă алăра тата тĕрĕс çулпа пыратăр", - терĕ Аслă Княгиня. Çакна вăл хăй курса ĕненнĕ: Мария Владимировна ку визит вăхăтĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа тĕл пулса калаçнă* Шупашкар тата Чăваш митрополичĕпе Варнавăпа, ЧР мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕпе Альбир Кргановпа курнăçнă, Романовсен йăхĕнчи патшасене асăнса ирттернĕ кĕлĕсене хутшăннă.

Тĕл пулура Раççей Император Çурчĕн Пуçлăхĕ Унăн Император Высочестви Аслă Княгиня Мария Владимировна Государыня шырав ĕçĕсене, Романовсен династийĕ 400 çул тултарнине халалласа йĕркеленĕ мероприятисене хастар хутшăннă çынсене Раççей Император Çурчĕн наградисене парса чысларĕ. Вĕсен хушшинче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн археологи пайĕн пуçлăхĕ Наталья Березина та пур. Андрей Молоков скульптор вара Никольски чиркĕвĕн кăнтăр чикки пулнă вырăнта Аслă Княгиня килнĕ вăхăт тĕлне ятарласа Мария Шестовăпа унăн мăнукĕн сăнĕсене хăйăртан ăсталанă. Мария Владимировна патша кукамăшне пытарнă вырăнта пулнă чухне çак ĕçпе те паллашнă. Тĕл пулу вĕçĕнче Аслă Княгиня Наци библиотекине истори материалĕсем, сăн ÿкерчĕксемпе кĕнекесем парнелерĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
12 ноября 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter