Элĕк районĕ: ларура - кулленхи ыйтусем

«Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн çамрăк гвардийĕ» районти штабăн анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта ял тăрăхĕсенчи çамрăксен юхăмĕн лидерĕсене те чĕннĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов районăн тăхăр уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем çинчен каласа панă. Вăл ларăва хутшăннисен çул строительствипе, юсавĕпе çыхăннă ыйтусем çине хуравланă. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин Чăваш регион уйрăмĕн ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçин пĕрремĕш çумĕ Дмитрий Щепелев партин Пĕтĕм Раççейри 14-мĕш съезчĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăнă. Ларура «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн çамрăк гвардийĕ» районти штабăн çĕнĕ йышне 11 çынран суйланă.



13 ноября 2013
17:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter