Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кулленхи ларăвĕ иртнĕ

 Чӳк уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Минисмтрсен Кабинечĕн ларăвне ирттернĕ. Чăваш Республикин экономика министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Владимир Аврелькин  Чăваш Республикинчи Инвестици фондчĕ çинчен калакан саккун проектне тăратнă. Палăртнă ĕç хучĕ Раççейри тата ют çĕр-шывсенчи инвестицие хамăр тăрăхра вăйлăрах явăçарма май панине, Чăваш Республикин территорийĕнче патшалăх пайăр партнерствине аталантарассипе çыхăнни çинчен палăртнă. Сакунăн проекчĕпе килĕшӳллĕн бюджет укçи-тенкин фончĕ республикăн çитес çулпа малашнехи тапхăра валли йышăнса хăварнă республика бюджечĕн саккунĕпе килĕшӳллĕн çирĕпленнĕ. Бюджет укçа-тенкин фончĕ конкурса тĕпе хурса пурнăçланĕ. Министрсем асăннă саккунăн проектне ырланă. Ăна пула, 2014 çулта ветерансене, инвалид тата сусăрланнă ачасене усракан çемьесене кил-çуртсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе, пĕр хутчен парса пулăшакан укçапа тивĕçтерме май парĕ. Субвенций мелĕпе пулăшу пама 52,3 млн. тенкĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене хваттерсемпе тивĕçтерме – 100,2 млн. тенкĕ пăхса хăварнă.  Чăваш Республикинчи хула строительствин ĕç-хĕлне йĕркелесе тăракан саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Михаил Игнатьев харпăр хăй вали çурт-йĕр çавăрма ирĕк паракан ĕç хучĕсен йĕрки ансатланни пирки каланă. Паянхи ларура Патшалăх çурт-йĕр инспекцийне укçа-тенкĕпе çыхăннă çурт-йĕр ĕçсен кăтартăвĕсене тĕрĕслеме ирĕк паракан йĕркене çирĕплетнĕ.   Чăваш Ен Пуçлăхĕ тĕпрен çĕнетсе юсав ĕçĕсем йĕркелесе ирттерме уйăрнă укçапа тĕллевлĕн усă курма, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен хăйсен те харпăр хăй пурлăхне упрассишĕн тăрăшса ĕçлемеллине кирлине каласа хăварнă.  Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина çĕрпе çыхăннă ыйтусемпе саккун проктне тăратнă. Правительство членĕсем саккуна кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшнĕ. Уйсенче археологи тĕпчев ĕçĕсем е тата культурăпа истори пĕлтерĕшлĕ ĕçсемпе витĕмлĕнех çыхăннă пулсассăн. Камсен ашшĕ-амăшĕсен ачисем вĕренӳ учрежденийĕсене çӳреççĕ пулсан, енчен те вăл учрежденийĕсе республикăри шкул çулне çитмен вĕренĕвĕн программипе килĕшӳллĕн  пурнăçланса пыраççĕ пулсан, пособи парса тивĕçтермелли йĕркене пăхса тухнă. Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министерствин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен министр Иван Исаев тĕплĕн каласа кăтартнă. Министр палăртнă тăрăх, юлашки виçĕ çул хушшинче вăрмансенчи пушартан сыхланас тĕлĕшпе йĕркелесе ирттернĕ ĕçсене пула, лару-тăру ырă енне улшăннă пирки каланă. Вăрмансене им-çамран, юрăхсăр ăптăр-каптăрсенчен хăтăлма пур ĕçсене те пĕтĕмпех йĕркелесе ирттернине асăнннă. Паянхи кун пĕртен-пĕр йывăрлăх кăлартса тăракан ĕç вăл, вăрман хуçалăхĕнче – вăрмансемпе усă куракансенчен налук парăмĕсене пуçтарса çитерменни.  Михаил Игнатьев парăмсен хисепĕпе кăсăкланнă, судпа çыхăннă ĕçсен кăтартăвĕсем çинчен ыйтса пĕлнĕ. Иван Исаев министр пĕлтернĕ тăрăх, 40 млн. тенкĕ пуçтарăнса кайнă, анчах та парăмсенчен 3 млн. пуçтарма çеç май  килнине асăннă. Çапах та  мĕн пур пухăннă парăмран 30-35 процентне пухса илме палăртнă. «Пĕтĕмпех парăмсене татма май килмĕ, мĕншĕн тесен вĕсемпе усă курнă организацисем паян банкрот çине банкрута кайса пĕтнĕ», - тенĕ министр. «Енчен те вăрмансене арендăна илнĕ организацисене судпа явап тыттарма май килмесен, вĕсем хăйсем çине илнĕ ĕçсене туллин пурнăçласа пымаççĕ пулсан, килĕшĕвĕсене прахăçламалла та юрăхсăр, хăйсен тивĕçĕсене пурнăçлама пĕлмен подрядчиксем шутне кĕртсе хăвармалла. Унсăрăн вĕсем саккуна пăхăнми те пулĕç», - тесе хăй шухăшне палăртнă республика Пуçлăхĕ. Паянхи ларура халăха таса шывпа тивĕçтерес программăпа çыхăннă ыйтусене те сӳтсе явнă.  Программăна пурнăçа вăхăтра кĕртме, чи малтанхи тапхăрсенчех проектсене тăвакансем кăлтăксем кăларса тăратнă, ĕçе кирлĕ пек пурнăçламанни куç кĕретех. Паян вĕсене пула, Чăваш Енри хăш-пĕр районсенчи çынсем таса шывпа халĕ те усă кураймаççĕ. Республика Пуçлăхĕ уйрăм объектсен проекчĕсене тепĕр хут çирĕп тĕрĕслеме, çитменлĕхсене тупса палăртса, вĕсене пĕтерме хушса хăварнă.  



13 ноября 2013
16:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter