Патăрьелсем çĕнĕ ферма хута янă

Унта та кунта суту-илÿ предприятийĕсем уçăлнине илтсе йăлăхнă çынсемшĕн çĕнĕ производство хута кайнине илтме-пĕлме чăннипех те кăмăллă-тăр. Патăрьел районĕнчи «Батыревский» акционерсен хупă обществинче 200 пуç ĕне вырнаçма пултаракан ферма уçнă. Юлашки çулсенче ун пеккине хута яман та иккен.

Çĕнĕ ферма тума 28 миллион тенкĕ тухса кайнă. Укçан пысăк пайне, 20 миллионне, банкран çăмăллăхлă кредит майĕпе илнĕ. Тепĕр майлă каласан, процент ставкин пĕр пайне патшалăх субсидиленине пĕлтерет ĕнтĕ ку. Ытти 8 миллионĕ хуçалăхăн хăйĕн тупăннă.

Хĕрлĕ хăю касассине ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен районти уявне халалланă-мĕн. Савăнăçлă пулăмпа хуçалăха район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Глухов, республикăн Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Никифоров саламланă.



13 ноября 2013
13:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter