Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Чăваш Республикин 2014 çулхи тата планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенчи республика бюджетне йышăннă

Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашĕн черетлĕ XVI -мĕш сессийĕн ĕçне хутшăннă. Сессийĕн тĕп ытăвĕ - Чăваш Республикин 2014 çулхи тата планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенчи республика бюджечĕ çинчен калакан документ пулнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Ен финанс министрĕ Михаил Ноздряков ĕçлĕ документпа тĕплĕн паллаштарнă. Депутатсем документа кĕртнĕ улшăнусемпе килĕшнĕ, çапах та йышăннă ĕç хучĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн черетлĕ сессийĕн пĕрремĕш тапхăрĕн кун йĕркине кĕртнĕ саккун проектне Чăваш Республикин 2014 çулхи тата планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенчи республика бюджечĕ çинчен калакан документа йышăннă. Михаил Геннадьевич палăртнă тăрăх - кăçалхи цифрăсем ӳсĕмлĕ, ĕç калăпăшĕ кăтартуллă. Чăваш Республикин 2014 çулхи бюджечĕн тупăшĕн калăпăшĕ 32 405 317,8 пин. тенкĕпе танлашĕ, вăл палăртса хунинчен 13,6 процент чухлĕ пысăкрах. Чăваш Республикин 2015 çулхи бюджечĕн тупăшĕн калăпăшне 32 198 220,5 пин тенкĕ пăхса хăварма йышăннă, 2016 çулхи бюджетăн тупăшне 30 991 254,4 пин тенкĕ палăртса хунă. Чăваш Республикин 2014 çулхи бюджечĕн тăкаксен пайĕ 14 пайран тăрать, 2015 тата 2016 çулсенчи бюджет пайне Раççей Федерацийĕн Финанс министерстви сĕннĕ тăрăх, 15 пайран йышăнса хăварма палăртса хунă. Чăваш Республикин бюджечĕн тăкасен ытларах пайĕ вĕренӳ тытăмĕ çине лекет( 2014ç. – 29,5%, 2015ç. – 30,5%, 2016ç. – 28,2 процент), сывлăх сыхлавĕн тытăмне ((2014ç. – 20,8%, 2015ç. – 19,9%, 2016ç. – 19,6 процент). 2014 çулхи наци экономикин тăкаксен танлаштаруллă виçи 12,4 процент, 2015 ç. – 11,9 процент, 2016 ç. -12ă6 процент, пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхне  2014 çул валли -5,9%,  2015 ç. – 2,9%, в 2016ç. – 2,2%.пăхса хăварнă. Саккун проектне иккĕмĕш вулавпа  2013 çулта чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче пăхса тухма йышăнса хăварнă. Тĕплĕнрех



14 ноября 2013
17:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter