Патăрьел районĕ: аллăмăрта - Тăрăн ял тăрăх историйĕн кĕнеки

"Юхма енчи Тăрăн ял тăрăхĕ" çакăн пек ят панă хăйĕн кĕнекине Д.Н.Коннов.

Кĕнеке пичетленнĕ хыççăн çỹлĕк çинче выртни çителĕксĕр, вăл халăх аллинче пулмалла, тĕрлĕ ĕçсенче унпа усă курмалла. Çакна шута хурса чỹк уйăхĕн 13-мĕшĕнче çак кĕнекен презентацийĕ иртрĕ. Унта районти таврапĕлỹçĕсемпе историксем, районти тăван ял, унăн тавралăхĕ çинчен çырнă кĕнекесен авторĕсем, чăваш чĕлхине вĕрентекенсемпе библиотекарьсем, музейпа архив ĕçченĕсем тата Тăрăн ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе кунта пурăнакансем, Агрофирма "Исток" ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Мероприятине тĕп библиотекăн ертỹçи Н.В.Исаева уçрĕ. Кĕнекен авторне саламланă май Надежда Васильевна çакăн пек кĕнекесен пĕлтерĕшĕ тата вĕсемпе камсем ăçта усă курни çинчен те чарăнса тăчĕ.

Библиотекăн краеведени пай ертỹçи Нина Мазякова çĕнĕ кĕнекен автор кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тата кĕнекен электронлă варианчĕпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех библиотека районти ялсем çинчен çырнă кĕнекесемпе пуянланса пыни çакă кунта ĕçлекенсене савăнтарни çинчен пĕлтерчĕ. "Ялсен кун-çулĕпе çыннисем çинчен" ятлă йĕркеленĕ кĕнекесен выставкипе тĕплĕн паллаштарчĕ.

Презентаци вăхăтĕнче тухса калаçакансем чылай пулчĕç. Вĕсене пурне те кĕнекери чăваш халăхĕн ĕмĕрсенчи çул-йĕрне çутатакан, йăх-несĕлсен тымарне тĕпченĕ, çĕршывпа халăхсен пурнăçĕ çинчен çырнă материалсем кăсăклантарни сисĕнчĕ. Вĕсем кĕнеке халиччен пулман фактсемпе пуяннине палăртрĕç.

"Кĕнеке пурнăçри синкерсемпе инкексем çинчен кăна мар, тĕрлĕ çулсенчи "Ревизские сказки" (çырав хучĕсене) шыраса тупса, унти чăнлавсемпе пулăмсене, чăваш ячĕсене çыра-çыра илнипе пуян. Шупашкар уесĕнчи Патăрьел вулăсне кĕнĕ Хирти Тăрăн ялĕнче 1722 çулта кам-кам пурăннине кăтартакан хут хăй кăна тем чухлĕ шухăш çуратать", - терĕ Çĕнĕ Ахпỹрт ялĕнчен килнĕ В.Г.Люкин таврапĕлỹçĕ.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ аграномĕ П.В.Самакин "Ял историйĕ колхозсемпе шкулсен ĕçне, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хăрушă çулĕсене лайăх кăтартмасăр пулмасть. Автор колхоз тунă вăхăтри хутсене тупнă, кĕнекене кĕртнĕ. Тĕрлĕ çулсенчи сăнỹкерчĕксем вырнаçтарни те питĕ паха, кĕнекене пуянлатать", - терĕ.

"Дмитрий Николаевич саккунлăх тата право йĕркине тытса пырассине халăх хушшинче сарас тесе пирĕн "Авангард" хаçатра чылай материалсем çырнă, вĕсене пурне те тĕп чăваш чĕлхипе, вырăс сăмахĕ кĕртмесĕр çырни пире тĕлĕнтеретчĕ те. Çак çичĕ çул хушшинче тĕпчев ĕçне вĕçлеме чăтăмлăх çитернĕшĕн эпĕ ăна тав тăватăп, ырлăх-сывлăх сунатăп", - терĕ кăнтăрти районсенчи таврапĕлỹсен пĕрлĕхĕсен кураторĕ, "Авангард" хаçат тĕп редактор çумĕ Н.Д.Ларионов кĕнеке авторне "Хисеплĕ таврапĕлỹçĕ" ята палăртакан удостоверенине аллине тыттарнă май.

Дмитрий Николаевич Коннов - РФ суд тытăмĕн хисеплĕ ĕçченĕ, Чăваш Республикин хисеплĕ таврапĕлỹçи. Çуралма вăл 1950-мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Чăваш Ишек ялĕнче çуралнă. Тăрăнти 8 çул вĕренмелли шкул пĕтерсе тухсан "Путь Ленина" колхозра вăй хунă. Комсомол путевкипе Çĕнĕ Шупашкар хулинче хими завод никĕсне янă çĕре хутшăннă. Икĕ çул Байкал леш енчи çар округĕнче Совет çарĕнче хĕсметре тăнă. 1972 çулхи утă уйăхĕнче салтакран таврăнсан, малалла вĕренес ĕмĕтпе Урал енне çул тытнă. 1980-мĕш çулта Свердловск хулинче юридика институтне пĕтернĕ хыççăн вăл Чăваш ене таврăнать. Ăна адвокатсен коллеги членне илеççĕ: малтан Шупашкарта, каярах Патăръел районĕнчи юридика консультацинче виçĕ çул адвокат пулса тимлет. Ун хыççăн районтах 17 çул прокурор пулăшаканĕ пулса тăрăшнă, следователь тата прокурор тивĕçĕсене пурнăçласа пынă.

Д.Н.Коннов Чăваш Республикинчи малтанхи миравай судьясенчен пĕри шутланса тăрать. Ăна ЧР Патшалăх Канашĕ 2000-мĕш çулта Патăръел районĕнчи 2-мĕш участокĕнчи миравай судья пулма çирĕплетнĕ. Çак яваплă та пархатарлă ĕçре вăл паянхи кунчченех суд енĕпе çынсен шăпине татса парас пирки вăй хурать.

Юлашки çулсенче çак кĕнеке авторне тăван тавралăх историйĕ, несĕлсен кун-çулĕ, паян пурăнакан ял çыннин пурнăçĕ интереслентерет, асăннă пулăмсене ытларах тĕпчеме хистет. Тăрăн тăрăхĕнчи Йăлăм, Тăрăн, Треньел ялсен историне таврапĕлỹçĕ - юрист çичĕ çул тăрăшса çырнă. Кĕнеке 468 страницăллă.

Тĕпчев ĕçĕ, паллах, шухăшласа та юптарса пĕччен тумалли ĕç мар. Кĕнеке валли материалсем пуçтарнă чухне ăна пĕр ялта пурăнакан тус-юлташĕсем П.В.Самакин, И.И.Думилин, Н.И.Лазарев, ял тăрăхĕнчи чи ватă çын - 96 çулхи Д.Р.Гордеев, ĕçпе вăрçă ветеранĕсем А.И.Алексеев, Треньелĕнчи В.А.Данилова, район администрацийĕн специалисчĕ П.Л.Логунова тата ыттисем те историллĕ пулăмсенчи аса илỹсемпе тата тĕрлĕрен материалпа тивĕçтерсе пулăшнă. Укçа-тенкĕпе вара "Исток" агрофирма, А.И.Самакин предприниматель, "Возрождение" ООО предприятийĕн пуçлăхĕ Н.А.Кошкин тата ытти ентешĕсем пулăшнă.

"Юхма енчи Тăрăн ял тăрăхĕ" кĕнеке рецензине çыраканĕ - Чăваш халăх ăсчахĕ, Чăваш таврапĕлỹçисен пĕрлĕхĕн ертỹçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ В.П.Станьял (Никитин). "Ку манăн пĕрремĕш кĕнеке, тен çак вăхăт историн хăш-пĕр тапхăрĕсене тишкерсе тухма, ялсенчи ятлă-сумлă ентешĕмĕрсен пурнăçĕ çинчен сăнласа пама пуçтарнă материал çителĕксĕртерех те пулчĕ пуль, каçарăр. Çичĕ çул хушшинче кампа кăна курнăçса тĕл пулмарăм пуль, кампа кăна канашламарăм пуль. Кĕнеке кăларасси çăмăл ĕç мар иккенне ăнлансах пуçăнтăм. Эпир çырмасан пирĕн хыççăн кам çырĕ ял историне, кайран кая та юлма пултарать ку ĕç. Мана пулăшакансене тем пысăкăш тав калатăп. Ку кĕнекене паян пурăнакансемшĕн кăна мар, пирĕн хыççăнхи ăрусемшĕн те хальхи вăхăтри, çавăн пекех иртнĕ ĕмĕрсенче пурăннă тăвансем çинчен пĕлни усăллă пулĕччĕ, тесе шутлатăп", - терĕ Дмитрий Николаевич хăйĕн кĕнекине пухăннă çынсене парнеленĕ май.

Мероприятине хутшăнакансем кĕнеке авторне малашне тата та кĕнекесем кăларма иксĕлми хăват, ырлăх-сывлăх сунчĕç.



14 ноября 2013
17:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter