Вăрман, çĕр тата Инвестици фончĕ тавра

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ĕнерхи ларăвĕн кун йĕркинчи пĕрремĕш ыйту мар пулин те Чăваш Енĕн Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан отчет тишкернĕ тĕп тема пулчĕ темелле-тĕр.

Иван Исаев министр доклад турĕ. Республикăра вăрман фончĕ 632 пин гектар йышăнать. Иван Васильевич палăртнă тăрăх - юлашки çулсенче вăрмансем тĕлĕшпе тимлĕх ÿсни куç кĕрет. 2011 çултанпа чăваш вăрманĕсем валли уйăрнă укçа виçи 611 млн тенкĕрен иртнĕ. Çав шутра 27% - республика бюджетĕнчен, 73% - федераци тÿпи. Икĕ çул каялла Мускавпа килĕшсе татăлнă май ĕçлекенсен шалăвне те ÿстерме май килнĕ. Оборудовани, машинăсем туяннă. Вăрмансенчи пушарсенчен сыхланма кăна 100 млн тенкĕлĕх техника илнĕ. Ку енĕпе чылай пысăкрах вăрман лаптăкĕллĕ Мари Элпа Тутарстан та пире çитеймеççĕ - вĕсем 27-шер млн тенкĕлĕх техника туяннă. Халĕ пирĕн вут-çулăмран сыхланас тĕллевпе авиапатрульпе усă курмалли майсем те пур.

Çакăн усси куç кĕрет. Кăçал вăрмансенче пушарсем пулман. Çийĕнчен халăхпа та ĕçлеççĕ. Калăпăр, çынсем вăрмана кайсан канăва йĕркеллĕ ирттерччĕр тесе, сыхлăха çирĕплетме çĕнĕ 50 беседка вырнаçтарнă. Министр 2010 çулта çуннă вăрмансен теминчен те пăрăнса иртмерĕ - ун чух 6,2 пине яхăн гектар çинчи йывăçсем пĕтнĕ. Çав лаптăксене тасатас, çĕнĕ вăрмансем чĕртес тĕлĕшпе пысăк ĕç пурнăçланă.

Вăрмансене усă курма арендăна илнисем тĕлĕшпе ыйтусем пур. Вăрман каснă - укçа тÿлемен. Парăм - вун-вун млн тенкĕлĕх. М.Игнатьев ăна шыраса илмелли майсемпе кăсăкланчĕ те - министр 1/3 пайĕнчен ытла шыраса илеймессине çирĕплетрĕ. Чылай предприяти панкрута тухнă - вĕсенчен илмелли нимĕн те çук.

Республика Пуçлăхĕн ял-хула тăрăхĕсене лартма паракан йывăç-тĕм чĕрĕлесси 80-85% танлашни пирки иккĕленÿ çуралчĕ: «Ĕненместĕп. Хунавсем патăр - ăçта кайса кĕнĕ? Çакна тĕрĕслемелле». Вăл çавăн пекех 3 çул каяллахи пушарсенче пĕтнĕ вăрман лаптăкĕсене май пур таран хăвăртрах йĕркене кĕртмелли пирки асăрхаттарчĕ: «Вĕсем - тĕрлĕ чир-чĕр çăл куçĕ, çавăнпа ку ĕç пĕлтерĕшĕ пысăк».

И.Исаев çут çанталăкпа çыхăннă пысăк проектсене те асăнчĕ. Çав шутра - Çĕрпÿ хулин пĕр пайне çуллен шыв илнинчен хÿтĕленмелли проект. Ăна Мускав та ырланă - ку енĕпе строительсем ĕçлеççĕ ĕнтĕ. Министр отчетра республика ертÿçисене чĕнсе ирттернĕ уявсем пирки калама пуçласан вара Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ăна пÿлчĕ - ĕçлесе çитереймен самантсене шута илсе малалла вăй хума суннă май урăх ыйту çине куçрĕç.

Пĕлтерĕшлисен шутĕнче - республикăн Инвестици фончĕ çинчен калакан саккун проекчĕ. Экономика аталанăвĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Аврелькин пĕлтернĕ тăрăх - халĕ эпир РФ Инвестици фончĕн укçипе усă кураймастпăр - çапла тумашкăн хамăрăн фонд кирлĕ. Пурнăçламалли проектсем пур - «Букет Чувашии» заводăн, «Юрма» агрохолдингăн, фонд йĕркеленсен «симĕс çутă» пулĕ. Капла кăна ăнлантарни М.Игнатьева тивĕçтермерĕ: «Ку енĕпе эпир халĕччен те ĕçленĕ. Фонд туса хурса çак ĕçе тивĕçлĕ шайра йĕркелетпĕр. Предпринимательсемшĕн патшалăх укçипе усă курмалли майсем уçăмлă пулччăр».

Ветерансене çурт-йĕрпе тивĕçтерме 2014 çул валли укçа уйăрассипе çыхăннă саккун проекчĕ тавлаштармарĕ. Пĕтĕмпе 95 çын çурт-йĕрлĕ пулĕ. «Ку ыйту хăçан та пулин хупăнатех. Хупаттăмăр та ĕнтĕ, анчах судсем çĕнĕ йышăнусем кăлараççĕ. Кÿршисем, пĕлĕшĕсем илеççĕ те - ыттисем те илесшĕн, ыйтаççĕ - судра тĕрĕслĕх шыраççĕ. Ку - вĕсен прави», - пĕтĕмлетрĕ Михаил Васильевич.

Строительство ĕç-хĕлне йĕркелесе пымалли саккуна кĕртме сĕннĕ тÿрлетÿсем çурт-йĕр, ытти объект тăвакансене пулăшма тивĕç. Сăмах тĕрлĕ ĕç тума ирĕк илесси пирки. Паллă-çке, хут-справка пуçтарса халтан каймалла. Малашне вара архитектурăн пĕчĕк формисене, инженери коммуникацийĕсен, электричество сечĕсене ирĕк илмесĕрех тума май пулать. Паллах, сăмах пысăк объектсем пирки мар, вак-тĕвек ĕçсем пирки пырать. Çавăн пекех пĕр-пĕр ялпа тÿрремĕнех чикĕленмен çĕр лаптăкĕсене çав ял территорине кĕртме ирĕк парас ыйту та татăлчĕ.

Патшалăх е муниципалитет нушисем валли çĕр лаптăкĕсене туртса илме /çав шутра - укçа тÿлесе/ ирĕк паракан саккун проекчĕ ытларах калаçтарчĕ. Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина çак саккун çĕр лаптăкĕсемпе тухăçлăрах усă курма май парасси пирки иккĕленмест. Вĕсене социаллă тĕллевсем валли илме пултарĕç: строительство ĕçĕсем пурнăçлама, нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр тумашкăн пама, культура еткерĕн объекчĕсем пулсан...

Хальхи вăхăтра республикăра 22 пин гектар çĕре усă курма панă. Каялла илме палăртнă 3 лаптăк пур та ĕнтĕ - 22 гектар. Шупашкар районĕнче усă курма панă 500 ытла гектара каялла тавăрас енĕпе ĕçлеççĕ. Саккуна йышăнни судсемпе çыхăннă вăраха каякан процедурăсăрах ыйтăва татса пама май парĕ. Чăн та, муниципалитетсен асăннă йышши право халĕччен те пулнă-ха. «Унпа мĕнлерех усă курнă?» - ыйтрĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ тĕп хула влаçĕсенчен. «Тĕрĕс саккун. Лаптăксене туртса илмелли майсем ансăрччĕ. Калăпăр, çул тăватпăр, пысăк пĕр-пĕр объект çĕклетпĕр - кирлĕ çĕре илетпĕр. Ытти чух - май пулман, суд урлă кăна», - терĕ Алексей Ладыков мэр.

«Пысăк хăвăртлăхлă чукун çул магистралĕ, Атăл шайне çĕклесси - патшалăх программисем. Çĕр лаптăкĕсем кирлĕ пулаççĕ, анчах вĕсен хуçисем саккунри çитменлĕхсемпе усă курса усламшăн кăна çунмĕç-и - çак самантсене шута илмелле. Мĕншĕн тесен çĕр хакĕ бюджет çине тиенĕ. Çавăнпа хайхи «вăрттăн çулсене» май пур таран пÿлмелле», - асăрхаттарчĕ М.Игнатьев.

Республикăн культура еткерĕн объекчĕсем çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртесси тавлаштармарĕ. Тавлашмалли сăлтав та çук: археологи шыравĕсем пирки сăмах пырать те - вĕсене пуçарасси çинчен Чăваш Республикин Культура министерствине малтанах евитлемелле, тупнă артефактсем пирки министерствăна вĕсене сăнласа çырса пĕлтермелле.

Нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕпрен юсама пухакан укçана тĕллевлĕ тăкакланине тĕрĕслесе тăмалли йĕркене çирĕплетрĕç. Тÿлев виçи - кашни тăваткал метршăн 5,2 тенкĕ. Пысăк мар-и? «Хуçисем çурт-йĕрĕн 95% приватизациленĕ. Апла пулин те хăйсен пурлăхне тытса тăрассипе çыхăннă тăкаксене бюджет çине тиесшĕн. Манăн шухăшăмпа, патшалăхăн сахал тупăшлисене пулăшмалла, пысăк тупăшлисен вара 5 тенкĕ те, 15 те тÿлемелле», - касса татрĕ М.Игнатьев.

Лару Правительствăн маларах кăларнă хăш-пĕр йышăнăвне тÿрлетÿсем кĕртнипе вĕçленчĕ. (Н.Коновалов)

 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
14 ноября 2013
12:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter