Ачасене – тÿлевсĕр право пулăшăвĕ

Чăваш Енре 2013 çулхи чÿк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри ачасене право пулăшăвĕ памалли кун иртет.

Республикăн çамрăк гражданĕсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ валли ача прависемпе ирĕклĕхне, интересĕсене хÿтĕлес ыйтусемпе, паянхи çивĕч темăсемпе лекцисемпе семинарсем йĕркелеççĕ. Мероприятисене вăтам шкулсенче, ача çурчĕсенче, ытти учрежденире ирттерме палăртнă.

Çак куна ирттересси çинчен федерацин "Раççей Федерацийĕнче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси çинчен" саккунне пурнăçлас ыйтусемпе ĕçлекен Правительство комиссийĕ йышăну кăларнă.

Раççей Конституцийĕпе килĕшÿллĕн çĕршывра пурăнакан кашни çыннăн квалификациллĕ юридици пулăшăвĕ илмелли ирĕк пур, граждансен уйрăм категорине ăна тÿлевсĕр параççĕ. ЧР Юстици министерстви пĕлтернĕ тăрăх , ку тĕлĕшпе 283 адвокат тÿлевсĕр ĕçлĕ.

Сахал тупăшлă граждансем, пĕрремĕш тата иккĕмĕш ушкăнсенчи инвалидсем, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем, Раççей, СССР тата Социализм Ĕçĕн Геройĕсем, психика чирĕсемпе аптракан граждансем, инвалид ачасем, тăлăхсем, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă тата хăйсен ĕçĕшĕн явап тытма пултарайман ачасем, ирĕклĕхсĕр хăваракан вырăнсенче айăплава ирттерекен, çапкаланса çÿренине асăрхаттарас тытăмăн учрежденийĕсенче тытакан çул çитмен çамрăксем тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ илме пултараççĕ.

А.КИРИЛЛОВА.



15 ноября 2013
10:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter