Раççей Федерацийĕн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсене салтаксене ăсатма Канашра савăнăçлă пулăм пулса иртнĕ

Чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Канашри сборнăй пунктра яшсене Раççей Хĕç-пăшаллă Вăйĕсене ăсатма «Пире Раççее хÿтĕлеме шаннă!» ятпа йĕркеленĕ савăнăçлă церемоние хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ салам сăмахĕнче çакăн евĕр мероприятисем Чăваш Енре пурăнакансем оществăпа политика лару-тăрăвĕнчи тăнăçлăха туйччăр, вĕсен пурнăçĕ лайăхантăр тесе тăрăшакан влаç органĕсем çине хăйне евĕр яваплăх хунине палăртнă. «Кашни çемьере, кашни çыннăн чунĕнче ырă ĕç тума тата пĕр вĕçĕм малалла ăнталма хистекен туйăм пулмалла, – тенĕ Михаил Игнатьев. Раççей Федерацийĕн Федераллă службин Мускав Кремлĕн Комендатурин Президент полкĕнче ку таранччен 200 чăваш каччи хĕсметре пулнине палăртнă вăл. Вĕсем пурте çартан вăйлă, хăюллă, служба мĕн иккенне пĕлекен, нимĕнле йывăрлăхран та хăраман чăн-чăн арçынсем пулса таврăннă. Михаил Игнатьев çавăн пекех республикăри «Зарница» тата «Орленок» çамрăк армеецсен юхăмне сыхласа хăварма кăна мар, вĕсене çирĕплетсе пыма çуллен укçа-тенкĕ уйăрни çинчен те каласа панă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Кремль полкĕнче службăра тăнă, нумаях пулмасть тăван тăрăха таврăннă салтаксене республика символикине ÿкернĕ сехетсем парнеленĕ. Раççей Федерацийĕн Федераллă службин Мускав Кремлĕн Комендатурин Президент полкне çар службине каякан 15 яша салтак тивĕçне чыслăн пурнăçлама сунса халал панă. Призывниксене МегаФон компанирен те парне тивĕçнĕ. Республикăра призыв кампанийĕ мĕнле пынипе Чăваш Ен çар комиссарĕ Александр Мокрушин паллаштарнă. 2013 çулхи çуркуннехи призыв вăхăтĕнче 2076 çынна çар службине ăсатнă, кĕрхи призыв тапхăрĕнче вара Раççей Хĕç-пăшаллă Вăйĕсене хĕсмете 1349 çын тăмалла. Çар службин пĕлтерĕшне ÿстерес, çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ парассине лайăхлатас тĕллевпе 1992 çултан пуçласа кашни çулах ноябрĕн 15-мĕшĕнче Призывник кунне паллă тăваççĕ. Çак кун шăпах кĕрхи призывпа пĕр килет. Тĕплĕнрех



15 ноября 2013
09:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter