Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕпе Алена Аршиновапа тĕл пулнă

Чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, Вĕренӳ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршиновапа тĕл пулнă. Алена Аршинова Чăваш Енре пурăнакансемпе тĕл пулса калаçнă самантсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Паянхи кун тăтăшах çĕклекен ыйтусенчен пĕри - пепкесене ача садне черете тăратасси пулнине палăртнă. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, Вĕренӳ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Чăваш Ен Правительстви тата Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи пĕрле килĕшсе нумай ĕçсем йĕркелесе ирттернине асăннă. Алена Аршинова паян Чăваш Наци радио хумĕн итлекенĕсемпе тӳрĕ эфир кăларăмĕнче калаçнă пирки пĕлтернĕ. «Маншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ, енчен те çынсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене ман патне тăратма пултараççĕ пулсан», - тесе каланă хăй шухăшне сумлă хăна. Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăра шкул çулне çитмен ачасене валли условисем йĕркелесси, модернизаци тăвас ĕçсем çине пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă. 2013 çулта ку енĕпе миллиарда яхăн патне укçа-тенкĕ тăкакланине пĕлтернĕ, 5 ача сачĕ çĕклесе лартнă, çулталăк вĕçленнĕ тĕле тата та 6 садик çĕнĕрен хута яма палăртнине каланă. Тĕплĕнрех



15 ноября 2013
18:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter