Индексаци ыйтăвĕсене Правительство тĕрĕслесех тăрать

Чÿк уйăхĕн 11-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе, влаçăн федераци органĕсен, регион органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

РФ Президенчĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче йышăннă указĕпе килĕшÿллĕн бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсен ĕç укçине индексацилес ыйтусене пăхса тухнă.

Чăваш Ен сывлăх сыхлавĕпе аталану министрĕ Алла Самойлова пĕлтернĕ тăрăх – кăçалхи 9 уйăхра сывлăх сыхлавĕнче тата социаллă тытăмра ĕç укçин ÿсĕмĕ палăртнă кăтартусенчен иртнĕ. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăтам ĕç укçин индексĕ 2012 çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан тухтăрсен – 119,4 проц., вăтам медперсоналăн – 117,3 проц., кĕçĕн медперсоналăн – 151,2 проц., социаллă ĕçченсен 159,1 проц. пулнă.

Чăваш Ен вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов пĕлтернĕ тăрăх – шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсен педагогика ĕçченĕсен ĕç укçи 2013 çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче пĕтĕмĕшле вĕренÿ тытăмĕнче маларах пăхнă вăтам ĕç укçин 100,4 проц. танлашнă. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ учрежденийĕсен педагогика ĕçченĕсене уйăхра вăтамран шутласа панă номинал укçи 2013 çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче Чăваш Республикинчи вăтам ĕç укçин 101,1 проц. танлашнă.

Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Вадим Ефимов пĕлтернĕ тăрăх – 2013 çулхи 9 уйăхра культура учрежденийĕсен ĕçченĕсен вăтам ĕç укçи иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 20,9 проц. ÿснĕ.

Чăвашстат ертÿçи Эльвира Максимова çавнашкал цифрăсем илсе кăтартнă: кăçалхи 9 уйăхра республикипе вăтам ĕç укçин ÿсĕмĕ 14,5 проц. танлашнă, çак тытăмсенче ĕç укçи нумайрах ÿснĕ – вĕренÿре, культурăра, сывлăх сыхлавĕнче (23-28 проц.).

Михаил Игнатьев ĕç укçине ÿстернипе пĕрлех медицина пулăшăвĕсен пахалăхне те лайăхлатмаллине палăртнă, çавна май халăх та медицина пулăшăвĕн шайĕпе кăмăллă юлĕ.

Информацие шута илсен республикăра ĕç укçи ÿсĕмĕн шайĕ япăх мар. Çав хушăрах ытти регионпа танлаштарсан ĕç укçи шайĕ пысăках мар, çавăн çинчен те калаçмалла. "Пирĕн хăш-пĕр организаци пур, вĕсен ертÿçисем çынсен ĕç укçине ÿстересшĕн мар, çак пуçлăхсемпе ĕçлĕпĕр", – тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Чăваш Ен строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков Чăваш Республикинче ăшăпа, шывпа тивĕçтермелли, шыв кăларса ямалли схемăсем хатĕрлес ĕç мĕнле пыни çинчен каласа панă. ЧР Строительство министерстви ял тăрăхĕсен тата хула округĕсен ăшăпа, шывпа тивĕçтермелли, шыв кăларса ямалли схемисене тăвас, çирĕплетес енĕпе пĕрмаях мониторинг ирттерет. 61 ял тăрăхĕнче, 1 хула округĕнче (Çĕнĕ Шупашкар хули) шывпа тивĕçтермелли тата ăна кăларса ямалли схемăсене хатĕрлессине вĕçленĕ (шывпа тивĕçтермелли тĕп тытăмсем 262 ял тăрăхĕнче, хула округĕсенче пур). 200 ял тăрăхĕнче, хула округĕнче ĕçсем малалла пыраççĕ. Схемăсене çирĕплетес енĕпе ĕçсене 2014 çулăн I çурринче вĕçлемелле.

А.ЛЬВОВА.



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
15 ноября 2013
10:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter