Пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен енĕпе ĕçлекен ПФО регионĕсен ĕç тăвакан влаç органĕсен Ассоциацине йĕркеленĕ

Чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта Чăваш Республикин Пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министерстви ирттернĕ анлă ларăвне хутшăннă. Канашлăва Атăлçи федераллă округа кĕрекен ĕç тăвакан влаç органĕсенче пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕнче тимлекенсем хутшăнă. Канашлура çĕр çаврăнăшĕн тытăмĕнчи пĕтĕмĕшле йывăрлăхсемпе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă. Çĕрсемпе тĕллевлĕн усă курасси тата нумай ачаллă çемьесене тивĕçтерекен çĕрсен, куçман пурлăх объекчĕсен кадастр хакне пăхса тухасси ыйтусене те хускатнă. Канашлăва уçнă май, Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче пурлăхсен комплексĕпе пĕлсе усă курни – социаллă экономика аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă, регионсемшĕн инвестицие ытларах авăçтарма пысăк майсем туса панине каланă.  Чăваш Ен çĕр çаврăнăшне ĕçе кĕртессипе уйрăм лайăх çитĕнӳсем тунине палăртнă. Республика Пуçлăхĕ палăртнă ĕçпе çыхăннă профильлĕ министерствăсене саккунсен базине вăйлатма чĕнсе каланă, судсемпе çыхăннă практикăна йĕркелесе ярасси пирки, патшалăхăн интересне эффективлăрах хӳтĕлеме уйрăммăн палăртса хăварнă. Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Светлана Енилина кулленхи ĕç кăтартăвĕсем çинчен хăйĕн ĕçчешĕсене тĕплĕн паллаштарнă. Юлашки виçĕ çул хушшинче ял хуçалăх валли уйăрнă çĕр лаптăкĕсене 152,1 пин га регистрацилеме пултарнине асăннă, палăртнă кăтарту малтанхи 8 çулхи кăтартупа илсен 28 процента çити пысăк пулнине асăннă. 2012 çултан пуçласа суд йышăнăвĕсем тăрăх, ял хуçалăх валли уйăрнă, анчах та вĕсемпе усă курман çĕр пайĕсене муниципалитет харпăрлăхĕ çине куçарма май килнине каланă. Чăваш Енре ку енĕпе ĕçе пĕрремĕш ытти регионсемпе танлаштарсан пурнăçа кĕртме тытăннине асăннă. Канашлăва хутшăннисем ял хуçалăх валли уйăрнă çĕр лаптăкĕсемпе тĕллевлĕ усă курман çынсенчен каялла пурăха тавăрассипе çыхăннă, нормативлă правăна лайăхлатас пирки ыйтусене те хускатнă. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, пухăннисем Чăваш Енĕн Правительствин  пуян опытне ырласа хăварнă. Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерес ыйтупа Марий Эл Республикин патшалăх пурлăхĕсен министрĕ Наталья Хайруллова тата Удмурт Республикин пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Рустэм Зайнуллин калаçнă. Чваш Енре нумай ачаллă çемьесене çĕр пайĕсемпе тивĕçтересси 42 процентпа танлашать. Кашни регионта пĕр пек йывăрлăх кăларса тăратакан ыйту – çемьесене тивĕçтерме пушă çĕр лаптăкĕсем пулманни тата ытти хăш-пĕр ыйтусем те.  Юлашкинчен канашлăва пĕтĕмлетсе Раççей Федерацийĕн Атăлçи федераллă округпа пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Ассоциаци йĕркелени çинчен килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ. Ассоциаци çулталăкне пĕрре ку е вăл ыйăва сӳтсе явма пухăнасси пирки калаçса килĕшнĕ.  Тĕплĕнрех



16 ноября 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter