Чăваш Енре «Йополис» интернет-проекта малашлăхра пурнăçа кĕртессине сӳтсе явнă

Чӳк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ «Связной» ушкăнăн президенчĕпе, Связной банкăн директорĕсен канашĕн председателĕпе Максим Ноготковпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ калаçăва Раççей Федераций.н Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Енĕн полномочиллĕ представителĕ Леонид Волков хутшăннă. Чăваш Республикин территорийĕнче «Йополис» интернет-проекта пурнăçа кĕртессин ыйтăвĕсене пăхса тухнă. Палăртнă ĕçе хута ярсан ĕç тăвакан влаç органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх влаç органĕсем тата граждансем хушшинче ыйтусене татса пама анлăрах майсем парасси пирки асăннă. Максим Ноготков республика Пуçлăхне проекта пурнăçа кĕртме  май килнине тата унăн ĕçĕсем çинчен тĕплĕн каласа кăтартнă. Порталпа тарăннăн усă курса, тĕрĕс статистикăпа паллашма пулĕ.  Михаил Игнатьев  «Йополис»  проекта пурнăçа кĕртсен  ял тăрăхĕсенче пурăнакансене кунта пулса иртекен ĕçсене çийĕнчех тĕрĕслесе тăма шанăç панине каланă. Калаçу вăхăтĕнче Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаç органĕсемпе «Йополис» портал хушшинче пĕрле килĕшсе ĕçлемелли çинчен калакан хута алă пусасси пирки калаçса татăлма май килнĕ. Тĕплĕнрех



18 ноября 2013
15:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter