Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Дорисс» акционерсен уçă пĕрлешĕвне 45 çул çитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă

Чӳк уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çул-йĕр строительствипе тата инженери сечĕсене йĕркелессипе ĕçлекен «Дорисс» акционерсен уçă пĕрлешĕвне 45 çул çитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă. Çул-йĕр сторительствисемпе ĕçлекен чи пысăк предприятисенчен пĕрне хаваслă пулăм ячĕпе саламланă май, Михаил Игнатьев «Дорисс» ОАО Раççейри 12 регионта ăнăçлă ĕçлесе пынине палăртнă, республикăн ырă ятне çӳллĕрен те çӳлле çĕклесе пынине каланă. «Сирĕн пĕрлĕхлĕ ушкăн,  коллективăн ĕçлес кăмăл туйăмне пысăклатса пырать, эсир лайăх çулсемпе çурт-йĕрсем хăпартса лартни пĕтĕмпех сирĕнпе ĕлес килнĕ кăмăла çĕклет. Эпир влаç органĕсенче ĕçлекенсем сире валли тата та пĕртерĕшлĕ ĕçлесе пыма мĕн кирлине пĕтĕмпех туса пама тăрăшăпăр. Эсир уçă та витĕмлĕ ĕçлесе пынине кура, налуксем хывас ĕçре тĕрлĕ шайра 1 миллиарда яхăн укçа-тенкĕ куçарни те çакнах çирĕплетсе парать», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ. Михаил Игнатьев уява пухăннă ĕçчешсене наградăсемпе чысланă. Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн орден медале 5-мĕш №-лĕ Спецуправленийĕн электросварщикне Михаил Алексеевпа  пĕрлештернĕ профсоюз комитечĕн председательне Вячеслав Самойленква парса хисеп тунă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строитель ята Юрий Григорьева, Сергей Яковлева парса чысланă. Çакăн пекех пĕрлешĕвĕн ĕçченĕсене тĕрлĕ министерствăсенчен Хисеп хучĕсем панă. Асăннă пĕрлешӳ 45 çул хушшинче 1260,8 км тăршшĕ автомашина çулĕсене çĕнĕрен сарса тĕпрен юсаса çĕнетнĕ, 120,9 пин кв.м çурт-йĕр çĕклесе лартнă. Тĕплĕнрех



18 ноября 2013
08:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter