Сĕнтĕрвăрри районĕ: демографи тĕкĕрĕ

Кăçалхи юпа уйăхĕнче Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн ЗАГС пайĕ граждансем çинчен 70 акт çырнă. Çав шутра çуралнă ачасемпе вилнĕ çынсен хисепĕ пĕрешкел пулнă - 23. Иртнĕ уйăхра кун çути курнă пепкесенчен арçын ачасем ытларах – 14. Хулара 9 ача çуралнă. Юпа уйăхĕнчи пепкесене ытларах çакăн пек ятсем панă, Максим, Валерия, Виктория. Сайра тĕл пулакан ятсем те пур,Даниэла, Григорий, Ярослав, Платон.

11 ача çемьере пĕрремĕш, 8 ача – иккĕмĕш, 4 ача – виççĕмĕш пулнă.

Юпа уйăхĕнче 12 çĕнĕ мăшăра регистрациленĕ, 7 мăшăр уйрăлнă. Ашшĕлĕхне палăртакан 5 акт çырнă.

Граждансен заявленийĕсем тăрăх 11 акта тÿрлетÿсемпе улшăнусем кĕртнĕ. 26 çынна патшалăх регистрацийĕ çинчен свидетельствăсем çĕнĕрен çырса панă, справкăсен мĕнпур хисепĕ вара 151 пулнă.

Л. МИХАЙЛОВА.



18 ноября 2013
08:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter