Кун йĕркинче актуаллă ыйтусем

Чӳк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Ен Правительствин Председателĕ Иван Моторин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Ку хутĕнче канашлăва Хусанта пулса иртнĕ инкеке асăнса пĕр минутлăх шăплăха тытнипе пуçланă. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарассин ыйтăвĕсемпе Чăваш Республикин экономика министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Владимир Аврелькин тĕплĕн паллаштарнă. Вăл палăртнă тăрăх, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшас тĕллевпе кăçалхи çул 350 млн. тенкĕ патшалăх енчен пулăшу пама йышăнса хăварнине асăннă. Паянхи куна пулăшупа 1 пин яхăн вăтам тата пĕчĕк предпринимательсене аталантаракансем усă курнине каланă. Консультаципе организаци ыйтăвĕсене татса парассипе 7 пине яхăн предприниматель усă курнă. Конкурс кăтартăвĕсем тăрăх, Çĕрпӳ, Патăрьел, Вăрмар, Етĕрне, Каçал Ен, Хĕрлĕ Чутай районĕсем муниципаллă программăсене СМСП пурнăçа кĕртме ятарлă грантсене тивĕçнине палăртнă. Унсăр пуçне пысăк хулана аталантарма Канаш, Çĕмĕрле, Сĕнтĕрвăрри, Етĕрне хулисене те уйăрнă укçа-тенкĕ пĕлтерĕшлĕ тĕллевлĕн тăкакланнине палăртнă. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Светлана Петрова  хăйĕн докладĕнче Раççей Федераци Президенчĕн В.В. Путин 2012 çулта çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче 599№-лĕ Указĕпе килĕшӳллĕн вĕренӳ тата наука облаçĕнчи патшалăх политикине пурнăçа кĕртсе  2015 çулччен республика территорийĕнче вырнаçнă професси илме май паракан вĕренӳ учрежденийĕсен тытăмĕнче  нумай фукциллĕ 7 центр хута ярасси пирки хыпара пĕлтернĕ. Кун йышши центр хăйĕн ĕçне 2013 çулта Шупашкарти строитель технологипе транспорт техникумĕ çумĕнче ĕçлеме пуçланă. Палăртнă тапхăрта центрта 500 çын вĕренсе пĕлӳ пухнă. Кунта пĕр специалиста хатĕрлесе кăларма 30 пин тенкĕ ытла тăкакланать. 2014 çулта тата та нумай функциллĕ 4 центр, 2015 çулта 3 центр хута яма палăртса хунă.  Центр ĕçне тытса пыма республика бюджетĕнчен тата ĕçпе тивĕçтерекенсен шутĕнчен тăкакланма палăртнă. 2014 çул центр валли республика бюджетĕнчен 30 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. 2013 çулта ĕçпе тивĕçтерекен организацисем 3,5 млн. тенкĕ уйăрнă, 2014 çулта – 30 млн.тенкĕ, 2015 çулта – 50 млн тенкĕ уйăрма пăхса хăварнă.

 

 



18 ноября 2013
14:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter