Бюджет перекетлĕрех пулма хистет

ЧР Патшалăх Канашĕн 16-мĕш сессийĕн кун йĕркине 11 ыйту кĕртнĕ пулин те тĕп вырăнта, паллах, республика бюджечĕпе çыхăннисем пулчĕç. Çийĕнчен сесси кĕçнерни кун вĕçленмерĕ - чÿк уйăхĕн 26-мĕшĕнче малалла ĕçлĕ. Çавна май бюджет теми пушшех пĕлтерĕшлĕ пулса тăчĕ.

Малтанах Юрий Попов спикер парламент ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Патшалăх Канашĕн тĕп ĕçĕ - саккунсене лайăхлатасси. Ку енĕпе депутатсем курăмлă ĕç тунă. Федераци Канашĕнче Республика кунĕсене ирттерни те çак шутах кĕрет ĕнтĕ. Федераци Пухăвĕн çÿлти палатин комитечĕсенче сÿтсе явнă ыйтусем шăпах саккунсене çĕнетессине те пырса тивеççĕ вĕт, çĕр-шыв ВТОна кĕнĕ условисенче агропрома пулăшасси, вĕрентÿ ыйтăвĕсем тата ыт. те. «Пĕр команда пулса ĕçлерĕмĕр», - Республика кунĕсем ăнăçлă иртнине палăртса пĕтĕмлетрĕ Юрий Алексеевич.

Бюджет ыйтăвĕсемпе вара вице-премьер - финанс министрĕ Михаил Ноздряков сăмах илчĕ. Унăн трибуна çине виçĕ хут та тухма тиврĕ, малтан - кăçалхи бюджета улшăнусем кĕртес тĕлĕшпе, унтан - çитес виçĕ çуллăх бюджет саккунĕн проекчĕпе. Тĕплĕ докладсем турĕ. 2013 çулхи бюджетра хамăрăн тупăшсен пайĕ ÿсет - 8,4:. Раççейре, Атăлçи округĕнче çак ÿсĕм пĕчĕкрех. Патшалăх парăмĕ 7,5 млрд тенкĕ таран чакать. Ял хуçалăхĕ валли уйăракан укçа хушăнать - кăçалхи бюджетра аграрисем валли уйăракан пĕтĕмĕшле виçе 2,3 млрд тенкĕпе танлашĕ. Бюджет дефицитне пĕчĕклетме сĕнчĕ - 2,8 млрд тенкĕ пулĕ. Çапла вара кăçалхи бюджетăн тупăш пайĕ 35,4 млрд тенкĕпе танлашĕ, тăкак пайĕ - 38,2 млрд тенкĕ ытларах.

Фракцисен представителĕсем бюджет кăткăссине палăртрĕç, анчах вăл социаллă тĕллевлĕ - çакă пысăк пĕлтерĕшлĕ. Перекетлĕ пулин те бюджет влаçсем хăйсем çине илекен социаллă обязательствăсене туллин пурнăçлассине тивĕçтерĕ. Çавăнпах улшăнусене пĕр саслăн тенĕ пек /пĕр депутат çеç тытăнса тăчĕ. «Иртнĕ сессире те пĕр сасă «тытăнса тăнăччĕ», хальхинче те - техника чăхăмламасть-и.» - иккĕленчĕ спикер/ икĕ вулавпа ырларĕç.

Паллах, калаçусăр пулмарĕ. Парламентăн кашни сессийĕнчех сăмах илекен Игорь Моляков, калăпăр, производство - чакса, хаксем ÿссе пынине палăртнă май Шупашкарти Пăр кермен строительстви валли бюджетран çуллен 50 млн тенкĕ уйăрма сĕннипе кăмăлсăрланчĕ, «Эпир газ сечĕсене парса «Газпромпа» çав керменшĕн татăлтăмăр тенĕччĕ, хамăр вара çуллен ун валли укçа уйăратпăр...» Финанс министрĕ çирĕплетнĕ тăрăх - сетьсене паман, анчах каялла тавăрса памалла мар йĕркепе 250 млн тенкĕ илнĕ. Çийĕнчен малтан палăртнă пекех хамăр 50-шар млн тенкĕ уйăратпăр. Строительство йĕркеллĕ пырать - пăшăрханма сăлтав çук.

Депутат Чăваш Енĕн Федераци Канашĕнчи кунĕсене хутшăнайманшăн та ÿпкелерĕ, «Çав пурнăç уявне пире илмерĕç....» Комитет председателĕ Петр Краснов ăна вырăна лартрĕ, «Игорь Юрьевич, сире паян ПК Хисеп грамотине пачĕç - тивĕçлипе. Сирĕн тĕрлĕ фракцире ĕçлессипе çыхăннă опыт та пысăк - коммунистсен партийĕнче, «СР» ретĕнче... Кая юлман-ха - «Пĕрлĕхлĕ Раççее» куçăр та...» Моляков сăмах хушни илтĕнмерĕ. Тепĕр тесен унăн фракцийĕ те бюджета кĕртекен улшăнусем майлă сасăларĕ.

Çитес виçĕ çуллăх бюджет саккунĕн проекчĕпе паллаштарнă май Михаил Ноздряков сăмахне экономикăри пĕтĕмĕшле лару-тăрăва хакланинчен пуçларĕ. Раççей экономикин ÿсĕмĕ чакать - çитес çулта 1: ытларах кăна пулать теççĕ. 2030 çулччен çĕр-шывăн шалти пĕтĕмĕшле продукчĕн виçи çуллен 2: ытларах çеç ÿссе пырассине тĕпе хуракан сценари пур. АПШ экономики те такăннă. Китайра ÿсĕм пысăк-ха, анчах вăл та юлашки çулсенче чи пĕчĕкки пулĕ. Çак условисенче Чăваш Ен экономикин ÿсĕмне министр лайăх тесе хакларĕ - 2014 çул валли 6: ытларах пуласса кĕтеççĕ.

Çитес çултан муниципалитетсен тупăш çăл куçĕсем хушăнаççĕ - хăш-пĕр тÿлев унта кĕме пуçлĕ, нефть продукчĕсен акцизĕсен, транспорт налукĕн пĕр пайĕ, çĕр укçи... Республика бюджечĕн тупăш пайĕ çав-çавах федераци пулăшăвĕнчен нумай килет-ха, çапах хамăрăн тупăш тÿпи ерипен ÿссе пырать. Апла пулин те коммунистсен фракцийĕн лидерĕн Дмитрий Евсеевăн ыйтăвне хуравланă май вице-премьер Мускав Чăваш Ене пĕр-пĕр енĕпе уйрăммăн укçа парса çитерейменнине çирĕплетекен тĕслĕхсене пĕлместĕп терĕ.

Михаил Геннадьевич пытармарĕ, çитес çулхи бюджет тĕлĕшпе те лару-тăру çивĕч пуласси куç кĕрет. Çавăнпах авă 14-16-мĕш çулсем валли патшалăх служащийĕсен ĕç укçине индексацилессине те палăртман. Пĕр сăмахпа, пиçиххисене туртарах çыхма тивет-тĕр. Çапла вара çитес çул бюджечĕн тупăшĕ 32,4 млрд тенкĕпе танлашĕ, тăкаксем 35,6 млрд тенкĕ. Ун хыççăнхи икĕ çул бюджечĕсем те дефицитлă, 2015 çулта - 14,3: /тупăш - 32,2 млрд, тăкаксем - 35,5 млрд тенкĕ/, 2016 çулта - 14,5:. Депутатсем виçĕ çуллăх бюджета та пĕр саслăн ырларĕç - ку хутĕнче хайхи «тытăнса тăракан» та пулмарĕ.

Николай КОНОВАЛОВ



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
18 ноября 2013
10:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter