Михаил Игнатьев Чăваш Енĕн Вĕренӳ министерствин коллегийĕн анлă ларăвне ирттернĕ

Чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерстви ирттернĕ ĕçчешсен канашлăвне хутшăннă. Асăннă мероприятие И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика унивеситечĕн Ăслăлăх канашĕн залĕнче йĕркеленĕ.   Мероприятие уçнă май, Михаил Игнатьев канашлăва хутшăнакансене пĕр-пĕрин йывăрлăхĕсем çинчен уççăнах пĕлтерсе сӳтсе явма ыйтнă, вĕсене татса парассипе мĕнле предложенисем сĕннине, пур резервсемпе эффективлă усă курасси пирки калаçăва хускатнă. Чăваш Енĕн бюджетĕнче 2013 çул валли вĕренӳ тытăмне 13 млрд. тенкĕ уйăрса хăварнине асăннă, вăл 30 процентпа танлашать мĕн пур бюджетран илсен. Палăртнă укçа-тенкĕ пĕтĕмĕшле вĕренӳ системине модернизацилеме, педагогика ĕçченĕсен ĕç укçин виçине ӳстерме, ача сачĕсенчи черетсемпе çыхăннă ыйтусене пĕтерме палăртнă. Республика Пуçлăхĕ кун йĕркипе килĕшӳллĕн чи актуаллă ыйтусем çинче чарăнса тăнă. Районсемпе хула администрацийĕсен пуçлăхĕсене вырăнта шкул учрежденийĕсенче ачасене «шведский стол» мелĕпе апатлантарма май килнипе килменнине пăхса тухма сĕнсе хăварнă. Тепĕр тесен шкулсемпе ача сачĕсенче апатлану уйрăмĕсенче хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан пур хатĕр те пур. Уйрăмах Михаил Игнатьев тăлăха, ашшĕ-амăшĕсемсĕр юлнă ачасем çине тимлĕх уйăрнă. «9 муниципалитетра кун йышши ачасене çемьесене усрава панă. Кун пек йышăну туни пысăк пĕлтерĕшлĕ тăлăха юлнă ачасемшĕн. Пирĕн сирĕнпе пĕр тĕллев –  ку енĕпе тĕрĕс идеологие тытса пырасси», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Чăваш Республикинчи вĕренӳ тытăмĕн 2013 çул 9 уйăхри ĕç кăтартăвĕсем çинчен вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов тĕплĕн паллаштарнă. Районсемпе хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем вĕренӳ тытăмне уйăрнă укçа-тенкĕпе епле усă курни, муниципалитетсенчи вĕренӳ тытăмĕнчи объектсен строительство ĕçĕсем мĕнлерех пурнăçланни çинчен кĕскен паллаштарнă.  Михаил Игнатьев строительство ĕçĕсен графикне палăртнă пек пурнăçласа тытса пыман подрядчиксене çирĕп явап тыттарма, кирлĕ пулсан вĕсемпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне прахăçлама сĕннĕ. Хаваслă лару-тăрура ĕçре палăрнисене наградăсемпе чысланă. Вĕсем: И.Я. Яковлев ячĕллĕ ЧГПУ кафедрăн ертӳçи Елена Гунина, Чăваш Республикин Тава тивĕçлĕ учитель ята  2-мĕш №-лĕ пуçламĕш шкул-ача сачĕн учитель-логопечĕ Светлана Романова тивĕçнĕ.  Тĕплĕнрех



19 ноября 2013
14:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter