Пысăк хăвăртлăхлă магистраль – экономика аталанăвĕн катализаторĕ

Чӳк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри Промышленниксемпе предпринимательсен пĕрлĕхĕн /РСПП/ Транспорт тата транспорт инфратытăмĕ енĕпе ĕçлекен комиссийĕн анлă ларăвне хутшăннă. Унта Раççей Федерацийĕнче пысăк хăвăртлăхпа тата хăвăрт çӳрессине аталантарас ыйтăва пăхса тухнă. Лару ĕçне РСПП комиссийĕн членĕсемпе эксперчĕсем, Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн палатисен, ĕç тăвакан влаçăн федераци тата регион органĕсен, граждан обществин институчĕсен, ăслăлăх тата эксперт пĕрлĕхĕн, ют çĕр-шывсенчи чукун çул администрацийĕсен представителĕсем хутшăннă. Хăйĕн сăмахĕнче комисси председателĕ, «Раççей чукун çулĕсем» акционерсен обществин президенчĕ Владимир Якунин çĕр-шывăн транспорт комплексне аталантарасси çинчен юлашки йышăнусене Раççей Правительстви экономикăн ансат мар условийĕсенче кăларнине палăртнă. Ларура Раççейри тата чикĕ леш енчи экспертсем тухса калаçнă. Вĕсем палăртнă тăрăх - пысăк хăвăртлăхлă çулсене аталантарнă май çĕр-шывра экономикăри хастарлăхпа ĕç тухăçлăхĕ ӳсĕç, грузсем турттарнин хăй хаклăхĕ чакĕ. Уйрăммăн илсен, «Мускав-Хусан» пысăк хăвăртлăхлă чукун çул магистральне тумалли проект 2014-2019 çулсенче мĕн пур шайри бюджета строительство пынă тапхăрта - 174,6 млрд тенкĕ, хута ярсан 1,53 трлн тенкĕ кӳрĕ. Çак магистрале тунă май 370 пин ытла ĕç вырăнĕ йĕркелĕç. «Раççей чукун çулĕсем» акционерсен обществин эксперчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх - проект строительство пынă вăхăтрах инвестицисене тавăрма пуçлĕ. Чăваш Енре пысăк хăвăртлăхлă çула ĕçлеттернĕ вăхăтра 2019-2030 çулсенче малтанхи пĕтĕмлетӳсем тăрăх регионăн пĕтĕмĕшле ӳсĕмĕ - 271,8 млрд тенкĕ, пĕрлештернĕ бюджетăн хушма тупăшĕсем - 60,8 млрд тенкĕ, республика бюджечĕн хушма тупăшĕсем 37,7 млрд тенкĕ пулĕç. Раççейри Промышленниксемпе предпринимательсен пĕрлĕхĕн Транспорт тата транспорт инфратытăмĕ енĕпе ĕçлекен комиссийĕ сӳтсе явнă хыççăн Федераци Канашне, РФ Патшалăх Думине, Транспорт министерствине тата Регион аталанăвĕн министерствине сĕнÿсемпе тухма йышăннă. Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă, пысăк хăвăртлăхлă çула туни экономика тĕлĕшĕнчен усă кӳнипе пĕрлех Чăваш Енре çул-йĕр хăрушсăрлăхĕ ӳсессе те çирĕплетнĕ.  Тĕплĕнрех



19 ноября 2013
09:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter