Тăвай районĕ: тимлĕхре – чи пирвай пурнăçламалли ĕçсем

Район администрацийĕнчи эрнелĕх планеркăра администраци пуçлăхĕ Владимир Ванерке ертсе пынипе иртнĕ эрнери ĕçсене пĕтĕмлетсе малашлăх тапхăр валли задачăсем палăртнă. Планеркăна район пуçлăхĕ Владислав Васильев, администрацин структура тата ĕç тăвакан влаçăн республикăри тата федераллă органĕсен территорири подразделенийĕсен, республикăри тата муниципаллă хăш-пĕр учрежденисен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.

Ку эрнери пĕлтерĕшлĕ мероприятисенчен чи малтанах ноябрĕн 20-мĕшĕнче иртекен Пĕрлехи информаци кунне палăртмалла. Пирĕн района ку тĕллевпе ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков ертсе пыракан информаци ушкăнĕ килет. Информаци кунĕн тĕп темисем – Чăваш Республикин 2014 çулхи тата 2015–2016 çулсенчи планлă тапхăрти бюджечĕ çинчен; Чăваш Республикин бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕсем çинчен; Раççей Федерацийĕн Конституцине йышăннăранпа 20 çул çитни çинчен. Тĕл пулусенче ытти хăш-пĕр ыйтусене те сÿтсе яваççĕ.

13 сехетре район администрацийĕн çуртĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăнаççĕ.

Ноябрĕн 20-мĕшĕнчех райадминистрацин юридика службин секторĕ ачасене Пĕтĕм Раççейри право пулăшăвĕ памалли йĕркепе çак адреспа – Тăвай ялĕ, Ленин пр., 13 çурт – çемье, амăшлăх тата ачалăх ыйтăвĕсемпе тÿлевсĕр пулăшу парас тĕллевпе граждансене йышăнать.

Ноябрĕн 21-мĕшĕнче администрацин кĕçĕн залĕнче Амăшĕн кунне халалласа “Хĕрарăмсен республикăри канашĕ” обществăлла организацин районти уйрăмĕн ларăвĕ иртет.

Ноябрĕн 22-мĕшĕнче Тăвай районĕн Пухăвĕн депутачĕсем хăйсен черетлĕ ларăвне пухăнаççĕ.

Халĕ пурнăçламалли тĕп ĕçсенчен çаксене палăртнă: 2012 çулшăн пурлăхпа çĕр тата транспорт налукĕсене пухса çитересси, муниципаллă çулсем тăвассипе вĕсене юсасси, ял тăрăхĕсен территорийĕсенче пушара хирĕçле мероприятисем ирттересси, контейнерсенчи çÿп-çапа илсе тухасси, ирĕк паман свалкăсене пĕтересси, комплекслă компактлă застройка программине хутшăнма документсем туса хатĕрлесси тата ытти те. Райадминистраци пуçлăхĕ ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çаксене пурнăçлассипе çине тăрса ĕçлеме хушнă. Çавăн пекех вăл нумай çемьеллĕ ачасене тата тăлăх-туратсене пурăнмалли çурт-йĕрпе "е хваттерпе" тивĕçтерессине те тимлĕхре тытать.

Планеркăра район аталанăвĕн ытти хăш-пĕр ыйтăвĕсене те сÿтсе явнă.

Г.ЕГОРОВА.



19 ноября 2013
10:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter