Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейĕн Перекет банкĕн Волга-Вятский банк Председателĕпе тĕл пулнă

Чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Перекет банкĕн Волга-Вятский банк Председателĕпе Сергей Мальцевпа ĕçлĕ тĕл-пулу ирттернĕ. Калаçăва «Сбербанк России» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри 8613№-лĕ  уйрăмĕн управляющийĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Константин Киргизов хутшăннă. Тĕл-пулура Чăваш Республикипе Перекет банкĕ хушшинче пĕр-пĕринпе  малашне килĕшсе ĕçлессин ыйтăвĕсене сӳтсе явнă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Раççей Перекет банкне халăх питĕ лайăх шаннине асăннă.  Влаç органĕсенче ĕçлекенсем республика территорийĕнче банксене аталанма пĕр пек условисем туса пама кирлине палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Перекет банкне Чăваш Республикинче социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртме пысăк витĕм кӳнишĕн тав сăмахĕ каланă. Калăпăр, «Траковая керамика» тата «Ядринмолоко» заводчĕсене çĕклесе лартма самаях пулăшу панă. Асăннă объектсем, паян республика экономикин аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă. Сергей Мальцев республика Пуçлăхне вĕсен банкĕнчен кредит илнĕ Чăваш Енри çынсем хăйсен яваплăхне вăхăтра тата кирлĕ пек пурнăçласа пынине палăртнă. Калаçăва вĕçленĕ хыççăн Михаил Игнатьев тата Сергей Мальцев жуналистсен ыйтăвĕсем çине хурав панă. Тĕплĕнрех



19 ноября 2013
18:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter