Çул-çӳрев правилисене пăснă тĕслĕхсене автоматлă фиксаци мелĕпе палăртакан ĕçе пурнăçа кĕртессин ыйтăвне сӳтсе явнă

 Чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи – Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Александр Иванов  çул-йĕрсем çинчи йĕркене пăснине çирĕплетекен автоматикăллă фиксацисене ĕçе кĕртсе ĕçлеттерсе ярас ыйтупа канашлу ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйту çинчен Чăваш Республикин Транспорт министерстви çумĕнчи  «Дирекция по ПБДД» КУ директорĕ Владимир Баженов тĕплĕн паллаштарнă. Вăл асăннă тăрăх, Чăваш Енре 2013-2020 çулсенче çул-йĕрсем çинчи хăрушсăрлăха сирсе ярас тĕллевпе республикăра ятарлă программа пурнăçа кĕрсе пынине каланă. Палăртнă программăпа килĕшӳллĕн  23 стационарлă комплекс туяннине асăннă. Александр Иванов асăннă комплексене вырнаçтарни çул-йĕрсем çинче инкексем пулассинчен самай сирме пулăшнине палăртнă. 2013 çул чӳк уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енĕн Транспорт министерстви çумĕнчи «Дирекция по ПБДД» КУ  вырнаçтарнă стационарлă комплексене (видеосăнавсене) пула, 47900 административлă майпа право йĕркене пăснă тĕслĕхе палăртнă, йĕркене пăсакансенчен пурĕ 24 млн. тенкĕ укçа-тенкĕ шыраса илнĕ. Кун пек çынсене явап тыттарни - çул-йĕрсем çинчи инкек пулассинчен хăтарнине асăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи муниципалитетсен пуçлăхĕсене асăннă ку е вăл ыйтупа ПДД Дирекцине видеофиксацисене вырнаçтарма кирлĕ йышăнусем вăхăтра туса хăварма чĕнсе каланă.  Тĕплĕнрех



19 ноября 2013
16:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter