Михаил Игнатьев Халăхсем хушшинчи финанс корпорацийĕ Раççейре ĕçлеме тытăнни 20 çул çитнĕ ятпа саламланă
Чӳк уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Халăхсем хушшинчи финанс корпорацийĕ (IFC) Раççейре ĕçлеме тытăннăранпа 20 çул çитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă. Пухăннисем умĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ тухса калаçнă май, корпорацийĕн ертӳçне республика территорийĕнче социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене пурнăçа кĕртме пысăк витĕм кӳнишĕн тав сăмахĕ каланă. Малашне те IFC тата Чăваш Ен пĕрле килĕшсе ĕçлесси пирки шантарса хăварнă. Пухăннă хăнасем умĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, Патшалĕх Думин финанс енĕпе ĕçлекен Комитечĕн председателĕн çумĕ, Раççей регионĕсенчи банксен Ассоциацийĕн президенчĕ Анатолий Аксаков хăйĕн сăмахĕнче Халăхсем хушшинчи финанс корпорацийĕн пĕрремĕш проекчĕсем шăпах Чăваш Енре пурнăçа кĕнине асăннă. Аса илтерсе хăваратпăр, кăçал çĕртме уйăхĕнче Чăваш Республикипе Халăхсем хушшинчи финанс корпорацийĕ ача сачĕсене хута ярассипе ĕçлеме 500 млн. тенкĕллĕх 8 çуллăха кредита илме ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ пулнă. Çакăн чухлĕ укçа-тенкĕпе 2012 çулта та усă курнă пулнă. Пĕтĕмпе 2012-2015-мĕш çулсенче шкул çулне çитмен ачасене çӳретме 54 учреждени хута яма палăртса хунă.