Раççей Федерацийĕн Конституцийне 20 çул çитнине уявлассипе хатĕрленекен йĕркелӳ комитечĕн ларăвне ирттернĕ

Чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Республикин Администрацийĕн Ертӳçи – Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Александр Иванов Раççей Федерацийĕн Конституцийне 20 çул çитнине халалласа ирттерме йышăннă мероприятисен йĕркелӳ комитечĕн кулленхи ларăвне ирттернĕ. Чăваш Енĕн Культура министерствин меропрятийĕсен планĕпе килĕшӳллĕн Наци вулавăшĕпе пĕрле компакт-диск хатĕрлесе кăларнă. Асăннă дискра пĕтĕмпех Раççей Федерацийĕн саккунĕсене электронлă майпа вырнаçтарнă. Конституцийĕн уйрăм пайĕсене, патшалăхăн символĕсене вулама ирĕк паракан материиалсем те хăйсен вырăнне дискра тупнă.  Кунта кĕртнĕ сценарисемпе презентацисем шкул ачисем валли пысăк пĕлтерĕшлĕ, усăллă пулĕç. Паянхи куна унсăр пуçне уява хатĕрленсе буклет ĕçне йĕркеленĕ, ГТРК «Чувашия» ятарлă ролик хатĕрленĕ, Чăваш Ен Наци телевиденийĕ ачасене валли усăллă уйрăм передачăсем, «Советская Чувашия» хаçатра  ятарлă страницăпа тĕллевлĕ хыпарсем тухса пынă. Асăннă уява Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче раштав уйăхĕн 11-мĕшĕнче хаваслă пулăмпа йĕркелесе ирттерме палăртса хунă.  Уява пуçличчен пухăннисем валли театр фойинче икĕ курав ĕçлĕ. Тĕплĕнрех



19 ноября 2013
17:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter