Валентина Матвиенко: «Чăваш Ен - интереслĕ регион»

Юн кун Чăваш Енĕн РФ Федераци Канашĕнчи кунĕсем вĕçленчĕç. «Ăнăçлă!» - çапларах пĕтĕмĕшле шухăш. Çакна мероприятисене Чăваш Енрен хутшăннисем кăна мар, эпир калаçнă «ют» сенаторсем те, çав шутра сенат спикерĕ Валентина Матвиенко та пусăм тусах палăртрĕç. Мĕнех, усса кайтăр çеç. Вăл вара, республика аталанăвне тĕревлемелли усă, пулмаллах - шанăç пур.

Шăпах юн кун иртнĕ мероприятисем тĕпре пулчĕç темелле-тĕр. Çак кун Федераци Канашĕнче Чăваш Енĕн презентаци куравĕ официаллă майпа уçăлчĕ. Сенат ларăвĕ пуçланиччен Валентина Матвиенко унпа ятарласа пырса паллашрĕ. «Çавал» ансамбль те пынă та - чăн уяв. Валентина Ивановна чăваш хĕрĕ-хĕрарăмĕн авалхи тумтирĕпе кăсăкланчĕ - илемлĕ. Праски Виттин Раççейре анлă сарăлман технологипе тунă ÿкерчĕкĕсене пахаларĕ. Керамика çине вĕри эмальпе ÿкернĕскерсем чăннипех хăйне евĕрлĕ. Кайран çакна пĕлтĕмĕр: темиçе ÿкерчĕке ФК администрацийĕ туянма кăмăл тунă-мĕн. Кусене, музей экспоначĕсене, сутмаççĕ ĕнтĕ - Праски Виттин çĕнĕ ĕçсем хатĕрлеме тивĕ.

Республика экономикине сăнлакан стендсен умĕнче те чарăнса тăчĕ. Экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Аврелькинпа калаçнă май тĕлĕнерех сăмах хушрĕ: «Сирĕн Пуçлăх та, министрсем те çамрăк...» «Эсир те çамрăк-çке!» - çухалса каймарĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Пулнă пуль тахçан...» - сăпайлăн тавăрчĕ Валентина Ивановна.

Умĕнхи кунсенче Чăваш Ен ыйтăвĕсене сенат комитечĕсенче анлăн тишкернĕ, паян вара - пĕрлехи лару, пирĕншĕн шăпах вăл интереслĕ. Ăна кĕтнĕ май Федераци Канашĕнчи ентешĕмĕрсемпе курнăçма та май пулчĕ. Шăпах субъектсемпе ĕçлессишĕн яваплă пай пуçлăхĕ Николай Иванов, паллах, чăваш журналисчĕсене хапăл турĕ. Кунта Республика кунĕсене йĕркеленинче унăн «айăпĕ» те пур. «Ман пата, Валерьян Викторов /вăл та сумлă должноçра - аппарат ертÿçин пĕрремĕш çумĕ. - Н.К./ патне ентешсем ку ыйтупа пĕрре кăна мар килнĕ. Тĕплĕ хатĕрлентĕмĕр», - терĕ вăл. Пĕр кун маларах Чăваш Ен тата сенат командисем футболла вылянă та - çав вăйăпа кăсăклантăмăр: хутшăнма сĕннĕ тĕк эсир хăш командăра вылянă пулăттăр? «Кирек мĕнле пулсан та эпĕ Чăваш Еншĕн «чирленĕ» пулăттăм», - шÿтлесе меллĕн хуравларĕ вăл. Сăмах май, пирĕн министрсенчен, парламентарисенчен тăракан команда çав вăйăра 0:1 шутпа выляса янă. Куншăн пĕртте кулянмаççĕ - «туслăх çĕнтерчĕ!» теççĕ.

Акă ларăвăн пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ пайĕ те пуçланчĕ. Хăйне сăмах панă май ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ене çакнашкал çÿллĕ шайра хăйĕнпе паллаштарма май туса панăшăн тав турĕ. «Республикăра 128 наци çынни килĕштерсе пурăнать, - терĕ Михаил Васильевич. - Ылтăн, нефть саппасĕсем çук. Тĕп пуянлăх - пирĕн ĕçчен çынсем. Çавна май тĕллевĕмĕр - çынсен пурнăçне лайăхрах тума тăрăшасси». Вăл кĕскен экономика кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ: промышленноçра, строительствăра ăнăçусем пур. Тĕп вырăнта - инновацисене çул парасси. Халăхăн 40% ялта пурăнать, çавна май яла аталантарас енĕпе тимлĕ. Кăçал кăна çĕнĕ 3 завод хута янă. Ĕç тухăçлăхĕ пысăккипе уйрăлса тăракан ĕç вырăнĕсен шучĕ ÿссе пырать. Умра - пысăк проектсем: Атăл леш енне газпа тивĕçтересси, пысăк хăвăртлăхлă чукун çул магистральне тăвасси - вăл республикăн 4 районĕ урлă иртет, аталанăва хăват пама тивĕç.

Реле хÿтлĕхĕн тата автоматизаци системисен пахалăхĕ чикĕ леш енчи аналогсенчен кая мар, хакĕпе вара - йÿнĕрех. Çурт-йĕр тăвас енĕпе республика малалла сулмаклăн утать. Иртнĕ çул кăтартăвĕсемпе кашни çын пуçне пурăнмалли лаптăк хута ярас енĕпе /0,66 тăваткал метр/ округра мала тухнă. Инвесторсене илĕртмелли условисем йĕркелес тĕлĕшпе çине тăрса вăй хуни те куç кĕрет. 9 уйăх кăтартăвĕсем тăрăх РФ субъекчĕсен экологи рейтингĕнче республика чи лайăххисен теçеткине кĕнĕ. Пирĕн хресченсем экологи тĕлĕшĕнчен таса çимĕçсем туса илеççĕ.

Унăн сăмахне Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов малалла тăсрĕ, çивĕч ыйтусене çĕклерĕ. Калăпăр, «Земство тухтăрĕ» программа ялсене врачсемпе тивĕçтерме май пачĕ. Çакнашкал программăсене мĕншĕн педагогсем, агрономсем тĕлĕшпе йышăнас мар? «Тухтăрсем кăна халăха тăрантараймĕç», - пăшăрханчĕ Юрий Алексеевич. Çавăн пекех республикăра планетари тума йышăнни çинчен пĕлтерчĕ. Республика пĕччен вăй çитереймĕ - пулăшу кирлĕ.

Валентина Матвиенко аслă влаçпа регионсен хутшăнăвĕн çакнашкал формачĕ ăнăçлине палăртрĕ:

- Чăваш Ен кунĕсем питĕ интереслĕ иртеççĕ - куншăн республика Пуçлăхне, делегатсене тав тăватăп. Чăваш Республики пирки Атăл тăрăхĕн чĕри, ахахĕ тесе тĕрĕсех калаççĕ. Вăл - кал-кал аталанакан экономикăллă, тухăçлă социаллă политика тытса пыракан регион, обществăпа политика лару-тăрăвĕшĕн тăнăçлăх кăтартуллă.

Уйрăмах пĕлтерĕшли - нумай нациллĕ республикăра этноссен, нацисен, тĕн хутшăнăвĕсен шайĕнче нимĕнле хирĕçÿ те çук - мир те килĕшÿ. Куншăн республика ертÿçисене уйрăмах тав. Ертÿçĕсен ĕç стилĕ çавнашкал - лăпкă, шăв-шавсăр. Кунта хăйсен вăйне шанаççĕ, экономикăна аталантарас, социаллă ыйтусене татса парас енĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ.

Регион ăнăçăвĕсене палăртма яланах кăмăллă, вĕсем малашлăхлă инноваци отраслĕсемпе çыхăннă пулсан - пушшех. Чăваш Енре паян наукăпа никĕсленекен интереслĕ проектсене пурнăçлаççĕ, экономика ÿсĕмĕн никĕсне йĕркелеççĕ. Электротехникăн инноваци кластерĕ - ытти регионшăн лайăх тĕслĕх.

Валентина Ивановна çавăн пекех Чăваш Енĕн сывлăх сыхлавĕнчи ăнăçăвĕсене те асăнчĕ. Çав шутра - ача çуратасси ÿсни, çынсем вилесси чакни... Бюджет - социаллă тĕллевлĕ, ку енĕпе республика влаçĕсем хăйсен обязательствисене туллин пурнăçлаççĕ. Шупашкара никĕсленĕренпе - 550, Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнипе çыхăннă юбилейсем çывхарни пирки те манмарĕ: «Раççей Президенчĕ тивĕçлĕ указа алă пуснă, çакă аталанăва хушма хăват парасси пирки иккĕленместĕп. Пирĕн тĕллев вара - çакăн валли укçа уйăрнине сăнаса тăрасси. Правительствăн хăйĕн йышăнăвне пурнăçламалла. Çакна йĕрлесе пыма ыйтатăп. Планетари проекчĕ республикăшăн лайăх парне пулĕ, ăна та хамăрăн çунат айне илме сĕнетĕп». Валентина Ивановна хăйĕн сăмахне «Чăваш Ен опычĕн пĕрчисемпе ытти регионăн та усă курмаллине» палăртса вĕçлерĕ.

Чăн та, Чăваш Ен темине вăл кайран та манмарĕ-ха. Пĕрлехи лару хыççăн центрти массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсен умне тухнă май та пирĕн республика ыйтăвĕсене хускатрĕ:

- Чăваш Ен - федерацин интереслĕ субъекчĕсенчен пĕри. Унта ыррине нумай тăваççĕ. Çапла, бюджетпа, хăш-пĕр отрасльпе çыхăннă çивĕч ыйтусем пур, анчах вĕсем пĕтĕм Раççейшĕн кăтартуллă. Çав вăхăтрах Чăваш Енре çĕнĕ утăмсем, интереслĕ идея нумай - вĕсем федерацин ытти субъекчĕшĕн те усăллă пулччăр тесе тăрăшăпăр.

Михаил Игнатьевшăн вара лару хыççăн та ĕç пулчĕ - сенат телеканалне интервью пачĕ. Калаçура ырă туртăмсене палăртнă май пăшăрхантаракан самантсене те пытармарĕ. Калăпăр, трактор тăвакансен производство шайĕ кăçал 15% таранах чакни. Ял хуçалăхне илес тĕк - юлашки 3 çул хушшинче çанталăк хресчене пĕртте иртĕхтермест. Çийĕнчен çĕр-шыв ВТОна кĕнĕ май сысна, кайăк-кĕшĕк ашĕн хакĕсем чакса кайни такăнтарать. Апла пулин те республика малалла талпăнмалли никĕсе çине тăрсах çирĕплетет.

Чăваш Енри МИХсен представителĕсемпе уйрăммăн калаçнă май Михаил Васильевич республикăн сенатри кунĕсемпе кăмăллă пулнине палăртрĕ. Федераци Канашĕн ятарлă йышăнăвĕ пулĕ, проект пур ĕнтĕ - унта пирĕн пуçарусене ырлассине-пулăшассине кĕтни вырăнлă.

Николай КОНОВАЛОВ 



Республикăра тухса тăракан "Хыпар" хаçат
02 ноября 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter