Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийӗн налук органӗсен ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Налук  службин хисеплӗ ӗҫченӗсем тата  ветеранӗсем!

Сире Раҫҫей Федерацийӗн налук органӗсен ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе  саламлатӑп!

Эсир пысӑк ӑсталӑхпа тата тулли явап­лӑхпа тӑвакан ӗҫ мӗн пур шайри бюджетсене тата пат­шалӑхӑн бюджет ту­ла­шӗнчи фон­чӗ­сене налуксемпе пуҫтарусем ҫирӗп йӗркепе кӗрсе тӑ­рас­сине тивӗҫтерет, апла пул­сан власть органӗсен республикӑна экономика тӗ­лӗшӗнчен ата­лан­­­­тарас­ та­та унта пурӑнакан ҫынсен пурнӑҫ ту­лӑхлӑхне ӳстерес­ тӗл­ле­вӗсем ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланасси те ыт­ларах чухне унран килет.

 Хальхи йышши ин­формаци технологийӗсене, электронлӑ ты­тӑм­сене ӗҫе кӗртни налук тӳлекенсене паракан пулӑшӑвӑн пахалӑхне ӳс­терме тата налук службин ӗҫне тухӑҫлӑрах тума пулӑшать. 2013 ҫулхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче налукран кӗрекен тупӑшсем 7,5 процент, вы­рӑнти бюджетсен ту­пӑ­шӗсем вара 8,1 процент чухлӗ ӳсрӗҫ. Ҫак кӑ­тартусене экономика ӳсӗмӗ кӑна мар, налук ор­га­нӗсен сот­руд­никӗсен ӗҫ­чен­лӗхӗ, вӗсем тивӗҫе парӑнни тата прин­циплӑ пул­ни­ те тума май пачӗҫ.

Сире хастарлӑн пурнӑҫлакан ӗҫӗр­шӗн чунтан тав тӑватӑп. Ҫирӗп сывлӑх, ырӑ шанӑҫ, телей тата ырлӑх сунатӑп.  

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                                              М.Игнатьев

    



20 ноября 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter