Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче Шупашкарта пурăнакансемпе тĕл пулса калаçнă

Чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ  Михаил Игнатьев Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕнче Шупашкарти хăш-пĕр объектсене çитсе килнĕ. Республика Пуçлăхĕ Шупашкарти ачасен ӳнер шкулĕпе паллашнă. Кунта тĕрлĕ программăсемпе 530 ача хăйсен ăсталăхĕсене туптаççĕ. 2011 çултан пуçласа сусăрланнă ачасене шкулта дистанци мелĕпе вĕрентме тытăннă. Чăваш Ен Пуçлăхне курав залĕпе, ачасен этнографиллĕ музейĕпе, тĕрлĕ классемпе паллаштарнă, çавăн пекех онлайн-системипе ӳкерме вĕрентекенсен урокне тĕслĕх вырăнĕнче кăтартса панă. Михаил Игнатьева 13 çулхи Аня Чаркина, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендиатки, тĕрлĕ конкурссен çĕнтерӳçи асăнмаллăх ӳкерчĕк парнеленĕ. Ятарласа республика Пуçлăхне «Асамат» культурăпа курав центрĕ хатĕрленĕ экспозицисемпе паллаштарнă. Хыççăн Михаил Игнатьев Шупашкарти «СТэП» строительсен профилĕпе ĕçлекен завода çитнĕ. Асăннă организаци строительствăра усă куракан хатĕрлене калăплассипе ĕçлет.  Чăваш Ен Пуçлăхĕпе пĕрле предприятие килнĕ Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата хула  администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков предприятийĕн ĕçченĕсен ыйтăвĕсем çине хурав панă. Малалла Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Дорэкс» ОАО хĕллене валли техникăсене еплерех хатĕрлени çинчен кăсăкланнă. Предприяти кунне çĕрне пĕлмесĕр  пĕр чарăнми хулари çулсене, тавралăха тирпей-илем кĕртесссипе ырми-канми ĕçлет. Михаил Игнатьев «Дорэкс» ОАОра ĕçлекенсемпе калаçнă. Вĕсене кăсăклантаракан ыйтусене хуравланă май,  республикăра çамрăксене спорта явăçтарас, сывă пурнăç йĕркине тытса пырас тĕлĕшпе спорт сооруженийĕсене хута янине, пур çĕрте те спорт площадкисене хатĕрленине каланă. «Компьютер тата телевизор пирĕн ачасене магнитпа пĕрех туртса илет. Кун пек тĕслĕхсем сахалтарах пулччĕр тесен,  ытларах урама тухас пулать, хамăр пурăнакан вырăнсенче вырнаçтарса лартнă спорт хатĕрĕсемпе ĕçлеме тăрăшмалла.  Республикăра спорта куллен çӳрекенсен хисепĕ 40 процентпа танлашать. Эпĕ тĕллев лартнă пурăнакансенчен кашни иккĕмĕш çын спортпа туслашса хăйсен сывлăхĕсене çирĕплетччĕр тесе», -  асăннă вăл. Михаил Игнатьев тĕл-пулу вăхăтĕнче  нумай хваттерĕ çуртсен ЖКУ тарифĕсем ӳснин ыйтăвĕсем,  сахал тупăшлă тата нумай ачаллă çемьесене субсидисемпе тивĕçтернине, вĕсем Шупашкарта кашни 5-мĕш çемье тата ыттипе те кăсăкланнă. Кашни 4-мĕш çемье республикăра патшалăх паракан социаллă пулăшусемпе усă курать. «Ача çуратнишĕн патшалăх енчен парса тивĕçтерекн пулăшăва 2014, 2015, 2016 çулсенчи бюджетсенче те тĕпе хурса хăварнă. Федераципе регион шайĕнче паракан амăш капиталĕ, укçасăр çĕрсемпе тивĕçтерни - çаксем пĕтĕмпех патшалăх хăй енчен тимлĕх уйăрнине çирĕплетсе параççĕ», - палăртнă Михаил Игнатьев.   Хăш-пĕр уйрăм ыйтусене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕрĕслесе тăма контроле илнĕ. Тĕплĕнрех



20 ноября 2013
16:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter