Ачасене – право пулăшăвĕ

Паян Чăваш енре ачасене право пулăшăвĕ памалли пĕтĕм Раççейри кун иртет. Çамрăк граждансем валли шкулсенче, ача çурчĕсенче тата ытти учрежденисенче ачасен прависемпе ирĕкĕсене тата интересĕсене хÿтĕлес ыйтусемпе лекцисем, семинарсемпе консультацисем пулĕç.

Çак куна ирттерессине «Раççей Федерацийĕнче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси çинчен» федераллă саккуна пурнăçа кĕртессипе тимлекен правительство комиссийĕ йышăннă.

Чăваш Енре юридици пулăшăвĕ пама 283 адвоката явăçтарнă. Ку пулăшупа çемьере кашни çынна тивекен тупăш пурăнмалли минимумран сахал граждансем; I тата II ушкăн инваличĕсем; вăрçă ветеранĕсем; Совет Союзĕн Геройĕсем, Социализмла Ĕç Геройĕсем, Раççей Геройĕсем, Раççей Ĕç Геройĕсем, ăс-тăн енчен чирлĕ граждансем; сусăр е тăлăх ачасем, ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасем, ирĕкрен хăтарнă е профилактика учрежденийĕсенче усракан ачасем усă курма пултараççĕ.



20 ноября 2013
11:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter