Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Патшалăх Канашне ямалли Çырăва хатĕрлеме пуçланă

Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Патшалăх Канашне ямалли Çырăва хатĕрлеме пуçланă. Ăна çырнă май республикăра пурăнакансен, общество организацийĕсен тата граждан обществин ытти институчĕн представителĕсен шухăшне шута илеççĕ. Çынсен пурнăç пахалăхне лайăхлатмашкăн чи малтан мĕнле утăмсем тумалла; Чăваш ен Пуçлăхĕн хăш темăсене пайăррăн çĕклемелле; Республика Пуçлăхĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне яракан Çырăвне кĕртмелли сĕнӳсене çак адреспа йышăнаççĕ: Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10 çурт; e-mail, pres0@cap.ru «Çыру çырма» тесе палăртма ан манăр.



21 ноября 2013
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter