Каçал Ен районĕ: передача валли ятарласа наци кухнипе çимĕçĕ пирки кăларăм хатĕрлеççĕ

Ноябрĕн 30-мĕшĕнче телевиденин пĕрремĕш каналĕнче Елена Малышева ертсе пыракан «Жить здорово!» передача валли ятарласа наци кухнипе çимĕçĕ пирки кăларăм хатĕрлеççĕ. Программа вăхăтĕнче шăрттанпа хуплăва, какай шÿрпине еплерех техĕмлĕ те сĕтеклĕ пĕçермеллине каласа парĕç. Калăпланă, ÿкернĕ çĕре пирĕн тăрăхри хастарсем те хутшăнма пултараççĕ. Сăмах май каласан, инçе çула тухма кăмăл пуррисен чăн чăвашла тумпа каймалла, хăйсемпе пĕрле хамăр çĕр-шывăмăра аса илтерекен тĕрĕ-çĕвĕсемлĕ салфеткăсем, пĕчĕк парнесем илмелле. Телекăларăма хутшăнас кăмăллисен маларах 8-926-591-52-24 номерпе шăнкăравламалла.



21 ноября 2013
10:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter