Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин ĕçчешĕсен анлă ларăвĕ иртнĕ
Паян Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин ĕçчешĕсен анлă ларăвне хуттшăннă. Пуçтарăннисене саламланă май, Михаил Игнатьев кун йышши канашлусем йĕркелесе ирттерни пысăкрах пĕлтерĕшлĕ ыйтусене вăхăтра татса пама, çитĕнӳсем туни çинчен тĕплĕнрех пĕлтерме май килнине асăннă. «Регионсен программипе килĕшӳллĕн, сывлăх сыхлавĕнче модернизаци ĕçĕсем йĕркелесе ирттерме 4,8 млрд. тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрнă. Учрежденийĕсенче тĕпрен юсав ĕçĕсем ирттернĕ (68 процент мĕн пур учрежденисенчен), хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан хатĕрсем 2700 ед. туяннă, асăннă медицина хатĕрсем чир-чĕре шала каяссинчен малтанхи тапхăрсенчех тупса палăртма тата вĕсене сиплеме майсем параççĕ. Пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе хулара та ялсенче те туллин усă кураççĕ», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ. Чăваш Республикинчи ял тăрăхĕсенче пурăнакан çынсене васкавлă пулăшу парас енĕпе, кăçалхи çул республика Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшӳллĕн фельдшерпа акушер пункчĕсене республикăра 19 çĕрте хута яма май килнĕ. Малашлăхра, 2015-мĕш çул тĕлне вĕсен хисепĕ 100 çитĕ. 2012 çулта юлашки 20 çулта пуçласа çуралнисен хисепĕ вилекенсенчен самай ӳсни савăнтарать. Ку ырă кăтартăва 2013 çулта та сыхласа хăварма май килнĕ. Çулран çула республикăра пепкесем вилнин шучĕ чи пĕчĕк шайра. Асăннă кăтартупа Атăлçи федераллă округпа пирĕн республикăн кăтартăвĕ пĕрремĕш вырăнта, Раççейпе пăхас пулсан иккĕмĕш вырăн йышăнатпăр», - тесе уйрăммăн палăртса хăварнă республика Пуçлăхĕ. Медицина ĕçченĕсен ĕç укçин шайĕ ӳснине кура, çынсене пулăшупа тивĕçтерес ĕçĕн пахалăхĕ çӳллĕ шайра пулса пыни те куç кĕретех, халăх чăннипех те медицина пулăшăвĕсемпе кăмăллă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова хăйĕн сăмахĕнче 2013 çулта сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи тĕп векторсем çинчен чарăнса тăнă. Паянхи кун асăннă тытăмра приоритетлă виçĕ çул-йĕре палăртнă. Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн тытăмĕ, пĕтĕмĕшле илсен, хăйĕн тĕп тĕллевĕсене тухăçлăн пурнăçласа пырать. Палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртес тесе «çул-йĕр карттисене» йĕркеленĕ. Михаил Игнатьев канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнчи ĕçсене Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕнче Чăваш Республикин кунĕсем ирттернĕ мероприятире Раççейри чи ăнăçлă, лайăххисен шутĕнче пулни çинчен каланине пĕлтернĕ. «Мĕн пурнăçланипе çырлахса лармалла мар, малалла ăнтăлмалла, хальхи пурнăçпа тан пыма тăрăшмалла. Çитĕнӳсемшĕн тав тăватăп. Кăтартусем сирĕн чăннипех те пур. Мĕн кирлĕ таран кашни кунăн вăхăчĕпе туллин усă курса тивĕçлĕ ĕçлесе пырăр», - тесе чĕнсе каланă республика Пуçлăхĕ. Канашлăвăн тĕп саманчĕ торжествăлла пулăмпа, медицина ĕçченĕсене патшалăх наградисене чысланипе вĕçленнĕ. Тĕплĕнрех