Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Анне кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире чи ҫутӑ та ӑшӑ уявпа – Анне кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан са­ламлатӑп!   

«Амӑшӗ ачине çуратнӑ чух çунат парать», – тенӗ пирӗн  мӑн асат­тесем. Анне пире ҫынлӑхӑн чи лайӑх енӗсене ӑша хывма, ырӑ ӗҫсем ту­ма вӗрентет, пурнӑҫра тӗрӗс ҫул суйласа илме пулӑшать. Анне тив­ле­чӗпе хавхаланса, хамӑршӑн чи хаклӑ ҫыннӑмӑра асра тытса эпир пур­нӑҫра темле кӑткӑс лару-тӑрӑва та ҫӗнме вӑй-хал ҫите­ретпӗр. Ан­немӗр пире сыхласа упрать, хӑйӗн шанӑҫӗпе ҫунатлантарса ҫӗнӗ ҫитӗ­нӳсем ту­ма  хавхалантарать. 

Пирӗн республикӑра ача амӑшне тата ачалӑха сыхлас енӗпе  питех те паха опыт пухнӑ. Чӑваш Ен­ре пепкесем вилеслӗхӗн кӑтартӑвӗ ҫӗр­-шывра чи пӗчӗккисенчен пӗри, Атӑлҫи федераци округӗнче – чи пӗчӗкки пулнипе эпир тивӗҫлипе мухтанма пултаратпӑр. Феде­раци, рес­пуб­лика амӑшӗн капиталӗ евӗр паракан социаллӑ пулӑшу ме­ри­сем, виҫ­ҫӗ­мӗш ачашӑн уйӑракан пособи, нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗсем пани хӑйсен пайтине кӳреҫҫӗ. Ача ҫураласси ӳсрӗ, ҫак ырӑ пулӑм чӑн мал­танах ҫемьере иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш ача­сем ҫу­ралнипе ҫыхӑннӑ.   

Ача ҫурчӗнчен илнӗ ачасене пӑхса ҫитӗнтерекен амӑшӗсене эпӗ уйрӑммӑн па­лӑртса тав тӑватӑп. Чӑваш Енре ача усрава илесси ҫинчен сак­кун йы­шӑннӑ, ун­па килӗшӳллӗн ача усрава илнӗ ҫемьене 300 пин тен­кӗ виҫепе, сусӑр ачана усрава илнӗ ҫемьене вара – 375 пин тенкӗ виҫепе  пӗр хутчен паракан пособи тӳлеҫҫӗ.

Мӗн пур амӑшӗ умӗнче пуҫа таятӑп. Сирӗн чи ҫутӑ ӗмӗтӗрсем пур­нӑҫланччӑр, ӗҫӗрсем яланах ӑнса пыччӑр! Пурсӑра та телейпе юрату тата тӑнӑҫлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                                                                   М. Игнатьев



22 ноября 2013
17:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter