«Хĕрарăма чапа кăларар» республикăра ирттернĕ виççĕмĕш фестиваль пĕтĕмлетĕвĕн юлашки тапхăрĕ пулса иртнĕ

Чӳк уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе  «Хĕрарăма чапа кăларар» республикăра иртекен виççĕмĕш фестивале хутшăннă. Асăннă мероприятие пуçараканĕ Чăваш Республикинчи Хĕрарăмсен канашĕ, вăлах йĕркелесе иртерет. Пухăннă хăнасемпе уява хутшăнакансене Михаил Игнатьев çывхарса килекен Амăшĕсен кунĕ ячĕпе саламланă май, республикăри фестиваль тивĕçлĕ шайра иртнине палăртнă. «Питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ паян çак фестивале ирттерни, вăл пĕтĕмĕшле çыннăн пуянлăхне: хĕрарăмăн илĕртӳллĕхĕпе чăтăмлăхне, сăпайлăхне   хаклама ирĕк парать.  Пирĕн тавра лайăх кăмăл-сипетлĕ хĕрарăмсем пулнине кура, пире, арçынсене яланах çăмăл, общество çирĕпленĕ, енчен те çемье тĕреклĕ пулсан, кашни çын вăйлă», - тесе палăртнă хăйĕн шухăшне республика Пуçлăхĕ. Михаил Игнатьев республикăра Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшӳллĕн ачасем пур çемьесене социаллă пĕлтерĕшлĕ патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтернине каланă. Амăшĕн капиталĕсем, ăна Федераци тата республика шайĕнче уйăраççĕ, асăннă пулăшу 2014-мĕш çулта  530 пин тенкĕне яхăн пулĕ. 2013 çулта Чăваш Енре 1400 çемьене виççĕмĕш ача çуралнишĕн пособи панă, нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтернĕ, пиллĕк ачаллă çемьесене каялла куçмалла мар çурт-йĕрсем парса хавхалантарнă. Унсăр пуçне çамрăк çемьесен çурт-йĕрпе çыхăннă ыйтăвĕсене  те кирлĕ пек татса пама май килнĕ. «Демографи лару-тăрăвĕ, харăсах ĕнтĕ иккĕмĕш çул пурне те савăнтарать. Çуралакансен хисепĕ ӳсни куç кĕретех.  Илес пулсан,  юлашки çулта нумай ачаллă çемьесен шучĕ палăрмаллах – 10 процента яхăн, нумай ачаллă çемьесенче ачасен хисепĕ 2750 çити ӳснĕ. Пĕтĕмĕшле социаллă пулăшусемпе тивĕçтересси упранса юлнă. Никамăн та иккеленӳ çуралмалла мар, эпир яланах çемьесене хӳтĕленĕ те малашне те хӳтĕлесех пырăпăр», - тесе палăртса хăварнă республика Пуçлăхĕ. Фестивальре харпăрхăйне презентацилессипе ирттернĕ республика конкурсĕн ĕçне пĕтĕмлетнĕ. Конкурса хутшăннă хĕрарăмсем хăйсем çинчен, харпăрхăй çемьи тата хăйсене кăмăла каякан ĕçсем çинчен каласа кăтартнă. Чи паха та креактивлă, мал ĕмĕтлисем дипломсемпе парнесене тивĕçнĕ.  Тĕплĕнрех



22 ноября 2013
14:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter