Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри кĕрешӳ спорчĕн Федерацийĕн представителĕсемпе тĕл пулнă

Чӳк уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хĕрарăмсем хушшинче ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕн тĕп тренерĕпе Юрий Шахмурадовпа, темиçе хут та тĕнче, Европа  чемпионĕ пулнă, Олимп вăййисен призерĕпе, ирĕклĕ мелпе кĕрешсе тĕнче Кубокне  çĕнсе илнĕ Сергей Корнилаевпа тĕл пулнă. Республика Пуçлăхĕ Федераци представителĕсене Чăваш Енре ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе хĕрарăмсем хушшинче Тĕнче Кубокне çĕнсе илессишĕн пулакан ăмăрусене ирттерме йышăну тунишĕн тав  сăмахĕ каланă. «Асăннă турнира çывхарса киленкен Анне кунĕ умĕн ирттерни пархатарлă. Çирĕп вăй-халлă, ĕçре, вĕренӳре ăнăçусем мĕнле пурнăçламаллин тĕслĕхне кăтартса параççĕ ăмăртăва хутшăнакан спортсменсем», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ. Ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе хĕрарăмсен Раççейĕн пĕрлештернĕ ушкăнăн  тĕп тренерĕ Юрий Шахмурадов ăмăртусене кирлĕ пек шайра йĕркелесе ирттернишĕн тав тунă, çитес çулта Чăваш Енре ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе Раççей Чемпионатне ирттерме ыйтупа тухнă. Вăл çавăн пекех Федерацийĕн пуласлăхра Раççей территорийĕсенче Чăваш Енре асăннă спорт енĕпе центр хута яма палăртни хыпара пĕлтернĕ. Михаил Игнатьев кĕрешӳ Чăваш халăхне палăртакан, çутçанталăкпа, этем ăс-хакăлĕн вăйĕпе çыхăннине палăртнă. Республика Пуçлăхĕ кун йышши спорт ăмăртăвне республикăра аталантарса пурнăçа кĕртме яланах пулăшма хатĕр пулнине каланă. Юлашкинчен Юрий Шахмурадов Михаил Игнатьева Федерацийĕн ячĕпе Чăваш Енре ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе хĕрарăмсен хушшинче иртекен спорт ăмăртăвне аталантарса пыма пысăк витĕм кӳнишĕн хисеп наградине парса чысланă. Тĕплĕнрех



22 ноября 2013
17:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter