Тăвай районĕ: Пĕрлехи информаци кунĕнче

Çак эрнере районта Пĕрлехи информаци кунĕ пулчĕ. Информкунра хускатнă тĕп ыйтусен шутĕнче – республикăн 2014 çулхи тата 2015–2016 çулсене планпа пăхнă бюджечĕ, Чăваш Республикин 2014 çулхи тата 2015–2016 çулсенчи тапхăра пăхнă бюджет политикин тĕп çул-йĕрĕсем, РФ Конституцине йышăннăранпа 20 çул çитесси çинчен.

Информаци ушкăнĕсем ялсене тухса халăхпа, предприятисемпе организацисенчи ĕç коллективĕсемпе тĕл пулусем ирттернĕ, çынсен ыйтăвĕсем çине хуравсем пама тăрăшнă. Тĕл пулусен вăхăтĕнче çавăн пекех ытти ыйтусене те хускатнă. Калăпăр, 2013 çулта вак тата вăтам бизнеса аталантармалли республика программи пурнăçланса пынин малтанлăх кăтартăвĕсем тата çитес çул вак тата вăтам предпринимательствăна патшалăх пулăшăвĕ парасси, табак туртнине хирĕç кĕрешес законодательствăри улшăнусем тата ыт.те.

Информкун ирттерме пирĕн района ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков, Шупашкарти кооператив институчĕн ректорĕ Валерий Андреев, “Грани” Издательство çурчĕ” акционерсен обществин тĕп редакторĕ-генеральнăй директорĕ Алексей Белов, ЧР ял хуçалăх министерствин “Чăваш Республикин Апат-çимĕç фончĕ” унитарлă предприятин директорĕ Алексей Самаркин килнĕ. Хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке йышăннă. Администраци çурчĕн залĕнче информаци ушкăнĕн членĕсем райадминистрацире ĕçлекенсемпе тĕл пулнă, кун йĕркинчи тĕп ыйтусене сÿтсе явнă. Ун хыççăн ушкăнсем ял тăрăхĕсене тухса кайнă. Çапла О.Марков министрпа райадминистраци пуçлăхĕ В.Ванерке Мучарти вăтам шкулта пулнă. Тĕл пулăва вĕрентекенсем кăна мар, сывлăх сыхлавĕ, культура, çыхăну ĕçченĕсем те хутшăннă. Мучарсене пурне те пĕр ыйту канăçсăрлантарать – шкулăн çĕнĕ çуртне тăвасси. Районта спорт залĕ çук пĕртен-пĕр шкул вăл. Кунта Мучар, Кĕрше, Киччĕ ялĕсенчен 102 ача вĕренме çÿрет. Ял-йыш çĕнĕ шкул пуласса чунтан шанать.

Вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ В.Шакров, кооператив институчĕн ректорĕ В.Андреев Тăвайри вăтам шкул педагогĕсемпе тĕл пулнă. Тĕп ыйтусемпе пĕрлех профессисен темине сÿтсе явассинчен те пăрăнмарĕç информаторсемпе педагогсем.

Виççĕмĕш ушкăн – ун йышĕнче райадминистрацин экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн пуçлăхĕ Л.Берилло, А.Самаркин тата А.Белов – Тушкил ял тăрăхне тухса кайрĕ. Вĕсем вăтам шкул педагогĕсемпе тĕл пулу йĕркеленĕ, С.Илларионов хресчен хуçалăхĕнче пулнă. Тĕл пулусен вăхăтĕнче ял хуçалăхне аталантарас, ун умĕнчи йывăрлăхсене татса парас ыйтусене те хускатнă.

Г.ЕГОРОВА.



22 ноября 2013
11:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter