Çĕнĕ çурт - ял илемĕ

Шăмăршă районĕнче хисеплĕ çынсем сахал мар. Вĕсен шутĕнче Пуянкасси ялĕнчи Антоновсен çемйи. Виталий Николаевич «Правда» колхозра вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнă. Хăй вăхăтĕнче парторг та пулнă. Мăшăрĕ – Лидия Петровна ял советĕнче секретарь пулса ĕçленĕ. Халĕ, пенсире пулсан та, ялти ветерансен канашĕн председателĕ.

Вăл ветерансемпе, пенсионерсемпе пĕрле тĕрлĕ мероприятисем, юбилей каçĕсем ирттерет. Лидия Петровна тăрăшнипе вĕсем А.Г.Николаев космонавтăн музейне тата Баскакри «Чăваш вăрманĕ» наци паркне кайса курнă.

Виталий Николаевичпа Лидия Петровна икĕ хĕрпе пĕр ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ывăлĕ Николай хăйĕн çемйипе ашшĕ-амăшпе пĕрле тĕп килте пурăнать. Николай Витальевич çамрăк чухне «Правда» колхозра комбайнерăн пулăшаканĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Каярах, Шупашкарти Ял хуçалăх академийĕнче аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн тăван ялта диспетчер, учетчик ĕçĕсене пурнăçланă. Муркаш районĕн-чен ача садне направленипе килнĕ Люда воспитательпе паллашса, пĕр çемье çавăрнă. Вĕсен виçĕ пăхаттир çитĕнет. Ывăлсем пулнăран çурт-йĕр лартас шухăш та пĕрре мар çуралнă вĕсен .

Нумаях пулмасть çак ялта çуралса ÿснĕ Павлов полковник ятне панă урамра Антоновсем хăтлă та илемлĕ çурт çĕклерĕç. Çурт-йĕр, хуралтăсем тума ĕлĕк те пĕрре те çăмăл пулман – темиçешер çул пус çумне пус хушса пыма, выльăх-чĕрлĕх ÿстерсе, пахча-çимĕç çитĕ-нтерсе укçа тума тивнĕ. Строительство материалĕсене тупма та йывăр пулнă. Хальхи вăхăтра та çурт хăпартасси çăмăл теме çук. Ку тĕлĕшпе патшалăх кредит парса пулăшать.

Антоновсен çемйи те пус çумне пус, тенкĕ çумне тенкĕ пухса строительство материалĕсем илме пуçланă: кирпĕч, хăйăр, цемент т. ыт.те. Ялсенче ытларах выльăх-чĕр-лĕх ĕрчетсе, вĕсене сутса чĕрĕ укçана çавăраççĕ.Антоновсен те кил-картишĕнче вунă çăвăрлаттармалли сысна, вунна яхăн шултра мăйракаллă ĕне-выльăх, 60-70 хур, 50 кăркка, кроликĕ-сен шучĕ те çук. Вĕсем хăйсен хресчен (фермер) хуçалăхне те пуçарса янă. Чи малтанхи çулсенче утă, сахăр кăшманĕ акса çитĕнтернинчен пуçланă, вăхăт иртнĕçем тырă-пулă та акма тытăннă. Кăçал акă, çĕр улмипе те пысăк тупăш курчĕç.

Антоновсен икĕ хутлă керменĕ кăмпа пек мăкăрăлса ларни таçтан курăнса ларать, иртсе çÿрекенĕн куçне илĕртет.

Çитес çул çурт çивиттине витесси, шалти ĕçсене пуçласси вĕсемшĕн – тĕп тĕллев.

Тăван ялтах кунсерен, çулсерен çĕнĕ çурт çĕкленнин пуласлăх пуррине ĕнентерет, çуралнă кĕтес вĕсемшĕн чи çывăх вырăн пулса тăни пире, çамрăксене, савăнтарать, хăват парать.

Л.ГОРДЕЕВА



25 ноября 2013
14:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter