Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сценăн пысăк ăстине Вера Кузьминана 90 çул тултарнă ятпа саламланă

 Чӳк уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ, СССР халăх артисчĕ Вера Кузьминична Кузьмина çуралнăранпа 90 çул çитнине халалласа ирттернĕ уяв каçне хутшăннă. Сценăн пысăк ăстине юбилей ячĕпе саламланă май, республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче Вера Кузьминан пултарулăхĕ пуриншĕн те курăмлă пулнине, пысăк хисепе тивĕçнине, чăваш наци искусствин чăн-чăн пуянлăхĕ, чапĕ пулнине палăртнă. Республика Пуçлăхĕ Вера Кузьмина тăван театршăн, чăваш халăх культурине аталантарассишĕн пысăк вăй хунине асăннă. Пирĕн сумлă ентешĕмĕр театăр ĕçĕнче 66 çул хушши вăй хунă. «Эсир нумай калăпланă сăнарсенчен чи асра юлаканни - Аннесен сăнарĕ.  Вĕсенче пĕтĕмпех амăшĕсен кун-çунине çутатса панă.  Çитĕнекен ăрушăн, пулас амăшĕсемшĕн чăннипех те тĕслĕх вырăнĕнче Сирĕн калăпланă сăнарсем», - тесе каланă Михаил Игнатьев. 2014 çула Раççейре Культура çулĕ тесе йышăннă, çавăнпа та çитес çулта та юбиляра  пархаталă ĕçсем туса пыма суннă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Вера Кузьминана тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Тав çырăвне тата Чăваш Республикин символикĕллĕ сехете парса чысланă. Чăваш культурин паллă ĕçченне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов, Чăваш наци конгресĕн Президенĕ – Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ  Николай Угаслов ăшшăн саламланă.  Çак кун чăваш театрĕн чăн-чăн ăстине Пушкăртстан, Марий Эл, Тутарстан Республикисенчен  тата ытти çĕртен те саламлама килсе çитнĕ. Вера Кузьмина 140 сăнар ытла калăпласа кăларнă. Сăнарсем пĕр-пĕринчен тĕлĕнмелле уйрăлса тăраççĕ, чăн-чăн пурнăçа кĕрсе ӳкнĕнех туйăнать. Юбиляр калăпланă çынсен сăнарĕсем пирĕн чĕремĕрсене нумайлăхах кĕсе вырнаçнă. Малалла та халăх вăл калăпланă сăнарсене куç пек кĕтет. Вăл пысăк профессионализмпа ĕçлени Чăваш халăхĕшĕн калама çук пысăк парне.  Тĕплĕнрех



25 ноября 2013
08:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter