2010-2013 çулсенче патшалăх пулăшăвне кура, Чăваш Енре 13 пин çемье пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнă
Чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ. Социаллă ушкăнри çынсене çурт-йĕрсемпе тивĕçтернин ыйтăвсемпе Чăваш Республикин сторительство министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Александр Герасимов тĕплĕн паллаштарнă. Чăваш Республикинче патшалăх политикине пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе 2010-2013 çулсенче федераци тата республика енчен пулăшупа пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма республикăра 13 пин çемье усă курнă. Вăсене валли 8 млрд тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрса хăварнă пулнă. Михаил Игнатьев Чăваш Енри патшалăх çурт-йĕр фондчĕ урлă 16 çемьене хваттерсемпе тивĕçтернине асăннă. Вĕсем: Çĕмĕрле хулинче (пушар пулнă хыççăн инкеке лекнĕ çынсем), ку енĕпе ĕç-пуçа вăраха тăсмасăр пурнăçламалли пирки асăрхаттарса хăварнă. Республика Пуçлăхĕ çурт-йĕр тăвассине хăй çине илнĕ яваплăха туллин пурнăçламаннишĕн подрядчик патне асăрхаттару çырăвĕпе тухмаллине палăртса хăварнă. Вĕсен айăпĕпе, паян нумай ачаллă çемьесем тата тăлăха юлнă ачасем кил ăшшисĕр лараççĕ. «Çулталăк сисĕнмесĕрех иртсе пырать. Пирĕн тĕллев - хамăр çине илнĕ яваплăхсене социаллă пĕлтерĕшлĕ патшалăх программисене туллин,100 процент чухлĕ пурнăçласси», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ. Чăваш Республикин экономика министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Владимир Аврелькин чӳк уйăхĕн 28-29-мĕш кунĕсенче Шупашкарта регионсем хушшинче IX форума хатĕрленсе ирттернĕ ĕçсем çинчен чарăнса тăнă. Асăннă мероприятие Пĕтĕм тĕнчери пахалăх кунне халалласа ирттереççĕ. Форум ĕçĕнче тĕрлĕ канашлусем, çамрăксене валли площадкăсем ĕçлĕç, республикăри промышленноç предприятийĕсен ĕçю-хĕлĕпе паллашĕç. Паянхи канашлăва вĕçленĕ май, министрсем нумаях пулмасть ĕçлĕ çул-çӳревсемпе командировкăна кайса килни çинчен каласа хăварнă. Калăпăр Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин финанс министрĕ Михаил Ноздряков 2014-2016-мĕш çулсенчи федераци бюджечĕн проекчĕсене пăхса тухнă хыççăн Раççей Президенĕ çĕр-шывăн Правительствине субъексенчи ĕç тăвакан влаç органĕсемпе пĕрле регионсен бюджечĕсене шайлаштарма сĕнсе хăварнă. Раççей Финанс министерстви хăш-пĕр йывăрлăхсем кăларса тăратакан 27 субъекта палăртнă. ПФО илсен вăл субъетсем шутне Марий Эл, Мордва Республикисем, Пенза, Саратов, Ульяновск облаçĕсем кĕреççĕ. Чăваш Ен вăл шута кĕмен. Бюджета тивĕçлипе пурнăçланин кăтартăвне кура, указсене пурнăçа кĕртме, социаллă пулăшусем пама, субсиди, льготăсемпе тивĕçтерме Раççей Финанс министерстви бюджетăн хăш-пĕр пайне саплаштарма палăртать.