Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ Чăваш Республикин 2014 çулхи тата планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенчи республика бюджетне çирĕплетнĕ

Чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн XVI-мĕш сессийĕн иккĕмĕш вулавĕ иртнĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту - Чăваш Республикин 2014 çулхи тата планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенчи республика бюджечĕ çинчен калакан документ. 2014-мĕш çулăн Саккун проекчĕпе килĕшӳллĕн республика бюджечĕн тупăшĕ 32 405 317,8 пин тенкĕпе танлашать, бюджет Саккунĕпе пăхса хăварнинчен 13,6 процент чухлĕ пысăкрах,  3 876 407,1 пин тенкĕпе танлашать. 2013 çулхи çирĕплетнĕ тупăшсем (35 056 936,9 пин тенкĕ), 2014-мĕш çул бюджетăн тупăш пайĕ 2 651 619,1 пин тенкĕ чухлĕ сахалланать, урăхла каласан 7,6 процент чухлĕ. 2015 çулта тупăш пайне 32 198 220,5 пин тенкĕ пăхса хăварнă, 2016 çулта 30 991 254,4 пин тенкĕ пулĕ. Харпăрхăй тупăшĕ тупăшĕсен тытăмĕнче 2014 çулта - 21 161 521,5 пин тенкĕ пулĕ, пĕтĕм тупăш пайĕнчен 65,3 процент йышăнать, 2015 çулта - 22 693 471,9 пин тенкĕ, (70,5 процент чухлĕ), 2016 çулта - 24 587 615,6 пин тенкĕ (79,3 процент). 2013 çулхи харпăрхăй тупăшне илсен - 20 251 396,5 пин тенкĕ пулнă, 2014 çул тупăш пайĕ иртнĕ çулхипе танлаштарсан 910 125,0 пин тенкĕ (4,5 процент) чухлĕ ӳсет. Каялла тавăрса памалла мар тупăшсен пайĕ 2014 çулта - 11 243 796,3 пин тенкĕ пулĕ, (34,7 процент), 2015 çулта - 9 504 748,6 пин тенкĕ (29,5 процент), 2016 çулта - 6 403 638,8 пин тенкĕ (20,7 процент). 2013 çулхипе пăхас пулсан (14 805 540,4 пин тенкĕ), 2014 çулта 3 561 744,1 пин тенкĕ чухлĕ чакать (24,0 процент). 2014 çул Чăваш Республикин республика бюджечĕн налуксенчен кĕнĕ тупăш укçи 20 414 288,1 пин тенкĕпе танлашать, 2013 çулхипе танлаштарсан 1 082 796,5 пин тенкĕллĕх (5,6 процент) чухлĕ пысăкрах пулать. 2013 ҫулта налукран кӗрекен тупӑшсем, вырӑнти бюджетсен тупӑшӗсем самай ӳсни савăнтарать. 2014 çулăн Чăваш Республикин республика бюджечĕн тупăшĕнче налуксен пайĕ 63,0 процент таран йышăнать. 2014 çулхи НДФЛ валли 7 740 333,7 пин тенкĕллĕх пăхса хăварнă, 24,4 процент чухлĕ ытларах 2013-мĕш çулхипе танлаштарсан. 2013 çул юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне Чăваш Республикин республика бюджетне 4 195 404,5 пин тенкĕ НДФЛ шучĕпе пуçтарăннă (67,4 процент), çулталăка палăртнинчен 107,8 процент, 2012-мĕш çулта - 3 892 161,4 пин тенкĕ пуçтарăннă пулнă. 2014 çулхи налук тупăшĕсене илес пулсан пайăр сăпатран 37,9 процент чухлĕ пуçтарăнĕ. 2014 çулта налуксемпе çыхăнман тупăш республика бюджетне 747 233,4 пин чухлĕ кĕртме палăртнă, 18,8 процент чухлĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан ытларах пăхса хăварнă. 2014 çулта Раççей Федерацийĕн бюджет тытăмĕнчен, тата тĕрлĕ çăл куçсенчен каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ 10 267 391,1 пин тенкĕ чухлĕ пăхса хăварнă, 2013 çулхи бюджетпа танлаштарсан 26,5 процент чухлĕ сахалтарах. 2014 çул валли бюджета уйăрнă укçа-тенкĕ бюджет Саккунне çирĕплетнĕ хыççăн та 5 693 279,8 пин тенкĕ (11,2 процент) чухлĕ ӳсет, 2015 çулта (11,2 процент) - 35 440 717,6 пин тенкĕпе танлашĕ. 2016 çулта бюджета уйăрнă укçа-тенкĕн тăкакĕ 34 563 239,6 пин тенкĕ пуласси çинчен палăртнă. 2014 çулхи пĕтĕмĕшле тăкаксен пайĕ 2013 çулхипе танлаштарсан 3 685 579,9 пин тенкĕ чухлĕ чакать (9,4 процент), 2015-мĕш çула 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан - 123 318,1 пин чухлĕ чакĕ (0,3%), 2016-мĕш çулхине 2015-мĕш çулхипе танлаштарсан 877 478,0 пин тенкĕллĕх (2,5 процент) чухлĕ чакать. Чăваш Республикин республика бюджечĕн тăкаксен ытларах пайĕ вĕренӳ тытăмне (2014 çулта – 29,5%, 2015 çулта – 30,5%, 2016 çулта – 28,2%), сывлăх сыхравĕн пайне (2014 ç. – 20,8%, 2015 ç. – 19,9%, 2016 ç. – 19,6%), социаллă политикăна (2014 ç. – 20,8%, 2015 ç. – 22,5%, 2016 ç. – 23,6%). Паянхи Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн иккĕмĕш вулавĕн ларăвĕнче республикăн виçĕ çулхи бюджечĕпе пĕрлех «Чăваш Республикин обязательнăй медицина страхованийĕн территори фончĕн 2014 çулхи тата планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенчи бюджечĕ çинчен» саккун проектне саккун проектне йышăнса хăварнă. Тĕплĕнрех



26 ноября 2013
18:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter