Марафонра çĕнтернĕ

Японири Йокогама хулинче IAAF Silver Label Road Race ятпа хĕрарăмсем хушшинче пĕтĕм тĕнчери марафон иртнĕ.

Ку ăмăртăва пирĕн ентеш – Эренар ялĕнче çуралса ÿснĕ Альбина Майорова та хутшăннă. Вăл çак çĕр-шыври марафонсенче унччен те виçĕ хутчен çĕнтернĕ. Хальхинче Йокогамăри марафона чи пултаруллă 13 спортсменкăна чĕннĕ. Чупу вăхăтĕнче çанталăк 16 градус ăшăтнă, нÿрĕк 64 процент пулнă, çил пĕр метр хушшинче 2.2 çеккунт чухлĕ вĕрнĕ. 28-мĕш çухрăмра Альбина пурне те хыçа хăварса финиша чи малтан çитет. Унăн кăтартăвĕ – 2 сехет те 25 минут та 55 çеккунт. 36 çулти чăваш хĕрĕ пĕтĕм тĕнчери тупăшура çакăн пек çĕнтерÿ тунипе мухтанмалла кăна. (Элĕк районĕ)



26 ноября 2013
09:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter