Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кулленхи ларăвĕ иртнĕ

 Чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн кулленхи ларăвне ирттернĕ. Республика Пуçлăхĕ ĕçе тытăниччен чи малтанах хăйĕн сăмахĕнче, чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн иккĕмĕш вулавĕнче республикăн 2014 çулхи тата планпа пăхнă 2015 тата 2016 çулсенчи республика бюджетне çирĕплетнине асăннă. Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсене конструктивлă ĕçленĕшĕн тав тунă, Министрсен Кабинетне мероприятисене ирттерме бюджет çинчен калакан саккунпа килĕшӳллĕн укçа-тенкĕ пăхса хăварнисене хатĕрленме халех тытăнма  хушса хăварнă. Вĕсене йĕркелесе ирттерме конкурс тата аукцион ĕçĕсен патшалăх тата муниципалитет заказĕсен документацийĕсене йĕркене кĕртме пуçламаллине палăртнă. «Пĕтĕм палăртса хунă конкурсен йĕркисене 2014 çул пĕрремĕш кварталĕнче вĕçлеме тĕллев лартмалла, çанталăк ырă енне улшăнсанах строительство ĕçĕсене вăраха тăсмасăрах ĕçлеме май килтĕр. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене вăхăтра, нимĕнле кăлтăксемсĕр пурнăçа кĕртмелле пултăр», - тесе çирĕппĕн палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.  Республика Пуçлăхĕ Çĕмĕрле хулинче пурăнакансем  управляющий компанийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăлсăр пулни çинчен жалоба çырнине пĕлтернĕ. Республика Пуçлăхĕ юлашки виçĕ çул хушшинче республика бюджетĕнчен Çĕмĕрле хулине коммуналлă хуçалăх ĕçне пулăшса 180 млн.  укçа-тенкĕ уйăрнине асăннă. Анчах та вырăнти влаç уйăрнă укçа-тенкĕпе  пĕлсе кирлĕ пек тăкакланман. Унсăр пуçне вырăнта пурăнакансем те вăхăтра пулăшусемпе усă курнăшăн парăмсене татманни куç кĕретех. Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева 2014-2020 çулсенчи Патшалăхăн программи çинчен чарăнса тăнă. Михаил Игнатьев министрăн сăмахне малалла тăсса влаç тата унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен, пĕр-пĕрин информацийĕпе ылмашăнса уççăмăнах ĕçлени республикăшăн пĕлтерĕшлĕ пулнине, инвестицие лайăхрах явăçтарма май панине асăннă.  Министр Валентина Андреева 2014-2020 çулсем валли Чăваш Республикин патшалăх программин Чăваш Ен информаци обществин проектне пăхса тухма тăратнă. Пухăннисем проектпа килĕшнĕ. Министрсен Кабинечĕн членĕсем Чăваш Республикин республика бюджетĕнчен  паракан субсиди валли уйăрнă укçа-тенкĕне еплерех уйăрмалли çинчен ыйтăва пăхса тухнă. Комисси йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, 2012 çулта Патăрьел районĕпе Муркаш тата Ельчĕк районĕсене парса хавхалантарнă пулнă.  Паянхи ларура республика бюджетĕнчен ăшăпа тивĕçтерекен организацисене тăкаксемшĕн саплаштарма пулăшу памалли йĕркине çирĕплетнĕ.  Правительство членĕсем çĕр участокĕсем çинчен калакан Вăрнар, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Муркаш, Пăрачкав, Шупашкар, Ентĕрне, Канаш районĕсен йышăнăвĕсене пăхса тухса çирĕплетсе хăварнă. Хăмла лартса çитĕнтерекенсем тăкак тӳссен республика тата федераци  бюджетĕнчен субсиди виçине тата унăн йĕркине улшăнусем кĕртни çинчен йышăнăва çирĕплетнĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ пур ыйтăва та  пăхса тухса тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



27 ноября 2013
17:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter