Словение кайнă

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Координаци Канашĕн секретарĕ, «Благовест» халăх пулăшăвĕн центрĕн президенчĕ З.Драгункина хăйне евĕрлĕ çул çÿрев йĕркеленĕ. Чÿк уйăхĕн 23-мĕшĕпе раштав уйăхĕн саккăрмĕшĕччен усрав çемьесенчи ачасем сывлăхĕсене Словени Республикинчи Терме Чатеж курортĕнче çирĕплетеççĕ. Асăннă ушкăна Чăваш Республикинчен 12 çемье лекнĕ. Вĕсен йышĕнче пирĕн районти Анаткас Сурăм ялĕнче пурăнакан Ираида Анатольевна Павлова çемйи те пур. Çемьере усрав ачасем ÿсеççĕ. Вĕсем пурте Юнтапари вăтам шкулта пĕлÿ илеççĕ, лайăх вĕренеççĕ. Хĕрачасем пĕр-пĕринпе туслă. Çемье районти мероприятисене те час-часах хутшăнать, республикăри конкурссене те каять. Мускава та çитсе килнĕччĕ вĕсем. (Элĕк районĕ)



28 ноября 2013
12:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter