Элĕк районĕ: такăр, аслă çулпала

Элĕк енчи вырăнти пĕлтерĕшлĕ автоçулсене юсаса-çĕнетсе тăраççĕ. Муниципалитет йĕркеленĕвĕпе ял тăрăхĕсен чиккисенчи çулсене юсама кăçал кăна район бюджетĕнче 10985,6 пин тенкĕ (9037,9 пин тенки – республика бюджечĕн сумми, ытти – район хыснинчен) хывса хăварнă. Чÿкĕн 1-мĕшĕ тĕлне «Мăн Шĕвĕш – Мартынкасси – Шор-Пайраш» автоçулăн 14 км тата 0,550 км участокĕсене 2894,3 пин тенкĕлĕх çĕнетнĕ. «Çĕнкас Юнтапа – Чулкаç – Тури Татмăш» автоçул çинче автобуссем чарăнса çаврăнмалли 500 тăваткал метрлă вырăна тĕпрен юсанă. Ял тăрăхĕсенчи çулсене 4904,2 пин тенкĕлĕх хăтлăлатнă. Элĕкри нумай хваттерлĕ çуртсен картишĕсенче те (Советски, Парк урамĕсем) 1910,92 пин тенкĕлĕх юсав ĕçĕ ирттернĕ.



28 ноября 2013
12:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter